Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ыран – кĕрхи ярмăркка

02 ноября 2011 г.

НОЯБРĔН 3-мĕшĕнче пирĕн районта ял ĕçченĕсен професси уявне паллă тăваççĕ. Уяв ирпе 10 сехетре Шăмăршăри Культура çуртĕнче пуçланать. Çак кунах район центрĕнче кĕрхи ярмăркка иртет, унта ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем хăйсем çитĕнтернĕ тата туса илнĕ ял хуçалăх продукчĕсене сутаççĕ. Пурне те ярмăрккана йыхравлатпăр! Çемье çавăр, çурт ларт, яла илемлет... АГРАРИ тытăмĕн экономика хăватне вăйлатас, ялсене аталантарас тесен чи малтан граждансен пурнăç шайне ÿстермелле, ял хуçалăхне ăста специалистсемпе, квалификациллĕ рабочисемпе тивĕçтермелле. Федерацин "Ялăн 2013 çулчченхи социаллă аталанăвĕ" тĕллевлĕ программи çамрăксене ялта тĕпленме, вĕсене çурт-йĕрпе тивĕçтерме пулăшасси куç кĕрет. Мĕнлерех пурнăçланать-ха вăл; Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ Владимир ВАРСОНОФЬЕВ çак тата ытти ыйтăва хуравлама килĕшрĕ. - Владимир Васильевич, çамрăксене çуралса ÿснĕ тăрăхра хăварас тĕллевпе мĕнле ĕç пурнăçланать; - Кирек кама та чи малтан пурăнмалли кĕтес кирлĕ. Çамрăк çемьесемпе специалистсене çурт-йĕр çавăрма, вĕсен пысăках мар тупăшне шута илсе, федерацин "Ялăн 2013 çулчченхи социаллă аталанăвĕ" тĕллевлĕ программа пулăшма тивĕç. Унпа килĕшÿллĕн патшалăх пурăнмалли условисене лайăхлатас текенсене пÿрт лартма е хатĕррине туянма социаллă тÿлев парса пулăшать. Унăн виçи çурт хакĕн 70 проценчĕпе танлашать. 2006 çултанпа çамрăк çемьесемпе специалистсем валли 368,7 млн тенкĕ (çав шутра федераци бюджечĕн - 189,1 млн тенкĕ) уйăрнă. Çапла майпа 1100 яхăн çемьепе специалист пурăнмалли условисене лайăхлатнă. Кăçал тата 92-шĕ çĕнĕ çурта куçĕ. Çак тĕллевпе федераци бюджетĕнчен 39,2 млн тенкĕ, республика тата вырăнти бюджетсенчен 26,1 млн тенкĕ уйăрма палăртнă. - Комплекслă шутланакан программа мĕнпе уйрăлса тăрать, мĕнле пурнăçланать; - Асăннă программăн уйрăмлăхĕ - тĕрлĕ тытăм вăй-хала, укçа-тенкĕне пĕрлештерсе яла хăтлăх кĕртессипе çыхăннă ыйтусене комплекслă татса пама, территорисене аталантарма тăрăшни. Унăн патшалăх саккасçисем - республикăри çичĕ министерствăпа ведомство. Хальхи вăхăтра программăн чи пĕлтерĕшлĕ пайĕсенчен пĕри - ялта ĕçлесе пурăнакан çамрăк çемьесемпе специалистсене, граждансене çурт-йĕр хута яма пулăшасси, мĕншĕн тесен ку ыйту çулсерен çивĕчленсех пырать. 2010 çул вĕçленнĕ тĕле ялта тĕпленнĕ, пурăнмалли условисене лайăхлатас текен 13,9 пин çынна шута илнĕ. Вĕсенчен 6 пинĕшĕ çамрăк çемьесемпе специалистсем. 2003-2010 çулсенче программа пулăшнипе 3550 гражданин çĕнĕ çурт лартма е туянма пултарнă. Курăмлă тепĕр утăм - хăтлăхпа тивĕçтерес тĕллевпе инженерипе социаллă инфратытăма аталантарни. 2003 çултанпа ялсене ĕçмелли паха шыв çитерме федераци бюджетĕнчен 83, 4 млн тенкĕ уйăрнă. Раççей Федерацийĕ кăçал çак ыйтусемпех çыхăннă мероприятисем валли тата 27 млн тенкĕ панă. Республика бюджетĕнчен 41,7 млн тенкĕ уйăрма палăртнă. Ку таранччен программăна пурнăçлама федераци бюджетĕнчен 860,1 млн тенкĕ уйăрнă. Кăçал тата 122,2 млн тенкĕ килнĕ. Мĕн кĕтмелле-ха çÿлерех асăннă программăран; Ялта пурăнакансен пурнăçĕ хăтлăрах пулĕ, çавна май хулапа ял хушшинчи уйрăмлăх пĕчĕкленме тивĕç. Ку, паллах, ялăн сумне ÿстерĕ, кунта тĕпленес текен те йышланĕ. Ялсене аталанма пулăшакан мероприятисен шутне тата çакна кĕртмелле. Икĕ çул каялла Раççей Ял хуçалăх министерстви Чăваш Республики сĕннĕ виçĕ проекта (вĕсен пĕтĕмĕшле хакĕ 320, 28 млн тенкĕ), ял тăрăхĕсене комплекслă хăтлăх кÿрес тĕллевпе хатĕрленĕскерсене, ырласа йышăннăччĕ. Унпа килĕшÿллĕн республикăри виçĕ районти ялсенче 95 çурт хута ямалла. Патăрьел районĕнчи Кĕçĕн Патăрьелĕнчи урамра 2009 çултах мĕн пур ĕçе вĕçленĕ: 7 çурт хута янă, шыв. электричество çитернĕ, çул хывнă, 150 çын валли спорт лапамĕ тунă. Етĕрне районĕнчи Мăн Явăшра тата Пăрачкав районĕнчи Пăрачкавра 39 çурт çĕкленĕ, вĕсене шывпа, газпа, электричествăпа тивĕçтернĕ, урамсене çул сарнă. Социаллă-культура тытăмĕнчи объексене тĕпрен юсама 2009-2010 çулсенче республика бюджетĕнчен 139,4 млн тенкĕ уйăрнă. Кăçал çак тĕллевпех тата 80 млн тенкĕ пăхса хăварнă. Ялсене çулсем тума асăннă тапхăрта республика тата вырăнти бюджетсен 202 млн тенкине тăкакланă. - Ял хуçалăхĕнче вăй хуракансене пулăшма май килет-и; - Палăртса хăварни вырăнлă - агропромышленноç комплексĕн организацийĕсен шутне çаксем кĕреççĕ: ял хуçалăх таварĕ туса илсе сутакан предпринимательсем (çулталăкри тупăшĕ 70 процентран сахал мар пулсан); хресчен (фермер) хуçалăхĕсем; ял хуçалăх потребитель кооперативĕсем (суту-илÿ, кредит, тавар туса илсе хатĕрлекен снабжени). Ял хуçалăх организацийĕсенче ĕç килĕшĕвĕсемпе тăрăшакансем çурт лартма е туянма социаллă тÿлеве чи малтан илме тивĕç. 2010 çулта пурăнмалли условисене лайăхлатас текенсен списокне хатĕрлемелли тата çирĕплетмелли, социаллă тÿлеве памалли йĕркене улшăнусем кĕртнĕ. Çÿлерех асăннă çĕнĕлĕх социаллă тÿлев илекенсен йышĕнче АПК ĕçченĕсен тÿпине самай ÿстерчĕ: 2010 çулта 33,5 процент пулнă тăк, 2011 çулта - 57,6 процент. - Ялсенче çурт-йĕр мĕнле хăвăртлăхпа хута каять; - Юлашки вăхăтра ялсем çĕнелеççĕ, пÿрт лартакансем йышланчĕç. Çурт-йĕр строительстви 2003 çулхипе танлаштарсан 1,6 хут (279,1 пин тăваткал метртан (2003 çул) 456,2 пин тăваткал метра çити (2010 çул) ÿсрĕ. Юлашки икĕ çулта республикăра тунă çуртсен çурри ытла пайĕ ялсенче хута каять. Кăçал районсенче 480 пин тăваткал метра яхăн çурт хута каймалла. Ку - республикăра палăртнин 54,1 проценчĕ чухлĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика