02 ноября 2011 г.
НУМАЯХ пулмасть, Пăчăрлă Пашьел урамĕсем тăрăх ял поселенийĕн ĕçĕпе çÿренĕ вăхăтра Мандрюковсен кил хуçалăхĕпе кăмăллăн паллашрăм. Владимир Александровичпа Надежда Николаевна 3 çул каяллах 7-8 вăкăр ÿстерсе какая ăсатнине пĕлеттĕм-ха. Ĕçчен çемье кăçал та выльăх-чĕрлĕх шутне чакарман-мĕн. - Хальхи вăхăтра картишĕнче сакăр вăкăр ÿстеретпĕр, - терĕ Надежда Николаевна. - Вĕсем валли выльăх çими çителĕклĕ хатĕрлерĕмĕр. Мандрюковсем лупасайне пысăклатса вăкăрсем валли пÿлĕмсем туса хатĕрленĕ иккен. Кашни вăкăр уйрăм пÿлĕмре тăрать, вĕсене сăнчăрпа кăкарнă. Кирлĕ пек тăрантарса усранă, вăхăтра шăварнă май, вăкăрсем лайăх çитĕнеççĕ. Ĕçчен çемье хуçалăхĕнче Т-25 трактор, тележка, косилка, утă тавăракан тата пуçтаракан агрегатсем пур. Çавна май кирлĕ чухлĕ утă хатĕрлеме майсем çителĕклĕ. (Мандрюковсем 5,4 гектар çĕр илнĕ, унта нумай çул ÿсекен курăк (люцерна) акса тăваççĕ). Ĕçне кура - тупăшĕ. Какай сутса тунă укçа-тенкĕ килти хуçалăха малалла аталантарса пыма та, ывăлĕн çемйине пулăшма та (Павлик мăшăрĕпе, ывăлĕпе Шупашкарта хăтлă хваттерте пурăнать) çитсе пырать. Ÿркенмесен, çине тăрса ĕçлесен тăван ялтах самай тупăштарса пурăнма пулать.