16 ноября 2011 г.
АНАТ ЧАТКАСРИ Кирилл Иванович Захаров, 6 ача ашшĕ, Кучек паççулккинче пекарьте ĕçленĕскер, 1942 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнче фронта тухса кайнă. Вăл тÿрех Мускав çывăхĕнче пынă хаяр çапăçусене лекнĕ. Кирилл Захаров хĕрлĕармеец Старые Русы хули таврашĕнчи саперсен ротинче çапăçнă. Питĕ шел, çав çулхи августăн 8-мĕшĕнче вăл паттăрсен вилĕмĕпе пуç хунă.
Хула çывăхĕнчи Давыдовка ялне ирĕке кăларассишĕн пынă хаяр çапăçусенче паттăрлăх кăтартнăшăн Анат Чаткас çыннине "Çапăçусенче палăрнăшăн" медальпе наградăланă пулнă. Хăюллă салтак çав медале илсе ĕлкĕреймен, çапăçура вилнĕ.
Кирилл Захаровăн мăшăрĕ, Анна Петровна тата ывăлĕ, Вячеслав Кириллович, 1965 çулхи август уйăхĕнче Мускав облаçĕнчи Давыдовка ялне кайса килнĕ, хăйсен çывăх çыннине пытарнă вырăна çитсе пуç тайнă, чечек çыххине хунă. Захаровсем салтакăн вил тăприне хăйсемпе пĕрле Анат Чаткаса илсе килнĕ, тăванĕсене пытарнă вырăна хурса асăну палăкне лартнă.
Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 40 çул иртсен, 1985 çулта, Вячеслав Кирилловича Шăмăршă ял Советне чĕнтернĕ, ашшĕне 1942 çулхи августра "Çапăçусенче палăрнăшăн" медальпе наградăланине çирĕплетекен удостоверени панă. Питĕ шел, унпа пĕрле медалĕ килмен иккен (К "894570).
Ашшĕн медалĕ килменни паттăр салтакăн ывăлне, Вячеслав Кирилловича, паянхи кунчченех пăшăрхантарать. Çак ыйтупа вăл Чăваш Республикин çар комиссариачĕпе çыхăнма шутлать, ашшĕн медалĕ тăван киле çаврăнса çитес ĕмĕтпе пурăнать.