Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Президент çырăвне хаклаççĕ

19 ноября 2011 г.

Менир ХАМДЕЕВ, "Искра" СХПК председателĕ:

- М.В. Игнатьев Президент Патшалăх Канашне янă Çыру – çав тери анлă та пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çырура патшалăх ял хуçалăхне малалла та пулăшса пырасси çинчен калани мана уйрăмах килĕшрĕ. Граждансен 40 процентĕнчен ытларах пайĕ ялта пурăннăран агропромышленноç комплексне аталантармалли ăнăçлă йĕркелÿ тата финанс майĕсем туса хурасси паян тĕп тĕллев пулса тăрать. Приоритетлă наци проектне пурнăçлама тытăннăранпа Чăваш Ен агропромышленноç комплексне хывнă инвестицисен калăпăшĕ, бюджет укçи-тенкине шута илмесĕр, 26 миллиарда яхăн тенкĕпе танлашнă.

Президент экологи тĕлĕшĕнчен таса ял хуçалăх продукцине туса кăларассине йĕркелеме кирли çинчен тепĕр хут аса илтерчĕ.

Елена ДОЛГОВА, районти тĕп больницăри врач:

- Медицина ĕçченĕ пулнă май, манăн Президент сывлăх сыхлавĕ пирки каланă сăмахсене палăртас килет. Çапла, паянхи кун тĕлне Чăваш Енре те, çĕр-шывра та ку енĕпе нумай ĕç тунă. Республикăра тата хамăр районта ача çуратасси ÿснипе, çынсем вилесси чакнипе çыхăннă кăтартусем савăнтараççĕ.

Çырура медицина пулăшăвĕ кÿрессин пахалăхне çĕклемеллине палăртнă. Врачпа пациент хушшинче ăнлану пулсан медицинăра халĕччен мĕн тунисем - сывлăх сыхлавне, оборудовани туянма, юсав ĕçĕсем пурнăçлама пысăк укçа хывнин - витĕмĕ тата та пысăкрах, медицинăри пулăшу ĕçĕсем пахарах, халăх сывлăхĕ çирĕпрех пулĕç.

Захар САВЕЛЬЕВ, Чукалти Культура çуртĕнчи илемлĕ пултарулăх ертÿçи:

- Ман шухăшпа, Çыру кашни çыншăн çывăх пулмалла, мĕншĕн тесен унти "пĕтĕмпех çын валли, çыншăн" текен лозунг тĕллевĕсем паллă - пурнăç пахалăхне çĕклесси. Çакă - чи кирли.

Паллах, культура ыйтăвĕсене куçран вĕçертменни те кăмăллă. "Искусствăпа сиплемелле", - терĕ Президент. Тĕрĕссипе, культура пулмасан, ачасене тĕрĕс воспитани памасан лайăх çуртсем çĕклеме пултарнин, ыттин мĕн усси; Ку енĕпе Çырура палăртнă шухăшсем килĕшрĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика