Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăхпа тĕл пулса калаçнă

19 ноября 2011 г.

НОЯБРĔН 16-мĕшĕнче районта Чăваш Республикин Президенчĕ М.В. Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă "Пĕтĕмпех çын валли тата çыншăн" Çырăвĕпе халăха анлăн паллаштарас тĕллевпе информаци кунĕ иртнĕ.

Шупашкартан килнĕ информаци ушкăнĕ – Чăваш Республикинчи халăха ĕçпе тивĕçтерес тĕлĕшпе ĕçлекен патшалăх службин ертÿçи Сергей Димитриев, республикăн çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕн çумĕ Евгений Юшин, Чăваш Республикинчи стандартизаци, метрологи тата сăнав центрĕн директорĕ Сергей Абрамов – ĕç коллективĕсенче пулса Президент Çырăвĕпе паллаштарнă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Валерий Фадеев тата Чăваш Республикинчи халăха ĕçпе тивĕçтерес тĕлĕшпе ĕçлекен патшалăх службин ертÿçи Сергей Димитриев Карапай Шăмăршă, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Владимир Никифоров тата республикăн çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕн çумĕ Евгений Юшин Анат Чаткас, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Владимир Петьков тата республикăри стандартизаци, метрологи тата сăнав центрĕн ертÿçи Сергей Абрамов Шăмăршă ял поселенийĕсенче пурăнакансемпе тĕл пулса калаçнă, çынсене харпăр-хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика