19 ноября 2011 г.
ÇАМРĂК специалистсен ĕçри ăсталăхне ÿстерес тĕлĕшпе район администрацийĕн вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕ "Çулталăкри чи лайăх çамрăк специалист" конкурс ирттересси çинчен пĕлтерет.
Конкурса 30 çула çитмен, предприятире çулталăкран кая мар ĕçлекен çамрăксем хутшăнма пултараççĕ. Вăл "Сывлăха сыхлас ĕçри чи лайăх çамрăк специалист", "Вĕрентÿ ĕçĕнчи чи лайăх çамрăк специалист", "Ял хуçалăхĕнчи чи лайăх çамрăк специалист", "Вăрман хуçалăхĕнчи чи лайăх çамрăк специалист", "Суту-илÿри чи лайăх çамрăк специалист", "Патшалăх (муниципал) службинчи чи лайăх çамрăк специалист", "Право йĕркине сыхлакан органсенчи чи лайăх çамрăк специалист", "Чи лайăх çамрăк активист-общественник", "Промышленноçри чи лайăх çамрăк специалист" номинацисемпе иртет.
Ĕç коллективĕсенче чи лайăх çамрăк специалистсене тупса палăртма тăрăшмалла, вĕсен ăсталăхне ÿстерме майсем туса памалла.
Документсене 2011 çулхи ноябрĕн 30-мĕшĕччен район администрацийĕн вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайне тăратмалла. Çĕнтерÿçĕсене декабрь уйăхĕнче палăртаççĕ.
Тĕплĕнрех 2-32-26 телефонпа шăнкăравласа пĕлме пулать.