19 ноября 2011 г.
СУЙЛАВ умĕн карма çăварсем (вырăсла вĕсене горлопан, пустомеля, болтун, плакса теççĕ) халăх хушшинче тем те пĕр калаçса çÿреççĕ, паянхи пурнăçа, ертÿçĕсен ĕçне хурлаççĕ. Вĕсен сăмахĕ чăнлăхпа пĕрре те килĕшсе тăмасть.
Пурнăç çĕнелсе улшăннине паян суккăр çын çеç курмасть пулĕ. Хамăр районах илер-ха: район центрĕ тата ялсем палламалла мар илемленчĕç мар-и; Вĕренÿ, сывлăх сыхлавĕ, культура, пурăнмалли çурт-йĕр, коммуналлă хуçалăх, ытти отрасль патшалăхран сулмаклă инвестици илеççĕ. Шăмăршăри тĕп больница илемĕпе те, медицина оборудованийĕпе пуянланнипе те хуларинчен пĕрре те кая мар. Физкультурăпа спорт комплексĕ те – район мăнаçлăхĕ. Районти хуть те хăш яла та асфальт сарнă çулпа çăмăллăнах çитме пулать. Патшалăх тăрăшнипе çынсене ĕçмелли паха шывпа тивĕçтермелли программа ăнăçлă пурнăçланать.
Çак кунсенче çеç-ха республикăн кăçалхи бюджетне çĕнĕ улшăнусем кĕртни çинчен пĕлтĕмĕр. Ÿсĕме шута илсен, кăçалхи бюджет виçи 29770 миллион тенке яхăн пулать.
Ветерансене çурт-йĕрпе тивĕçтермелли тăкаксем 423 миллион тенкĕ хушăнаççĕ, вĕрентĕве аталантарма 149 миллион тенке яхăн хушма укçа параççĕ. Çак шута вĕрентÿ ĕçченĕсен хушма шалăвĕ валли паракан 75 миллион тенкĕ те кĕрет. Çĕнĕ урамсене электрификацилеме – 20,6 миллион, энерги перекетлемелли мероприятисене пурнăçлама тата 55,6 миллион тенкĕ уйăраççĕ.
Куратпăр ĕнтĕ, хăш-пĕр йывăрлăхсене шута илмесен пурнăç ырă енне улшăнсах пырать. Чăнах та, хальлĕхе çитменлĕхсем те пур-ха, анчах пĕрлехи вăйпа, тăрăшуллă ĕçпе вĕсене пĕтерме пулать.
Çĕр-шыв, республика, район ертÿçисене пирĕн ырă пуçарусене пурнăçа кĕртме пулăшмалла.