Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Виçĕ ывăл – виçĕ савăнăç!

23 ноября 2011 г.

Виçĕ ывăл – виçĕ савăнăç!

ЙЫШЛĂ ача-пăча – çемье телейĕ. Çакна Ярăслав ялĕнче пурăнакан Тихоновсем туллин туйса илнĕ. Ваньăпа Валентинан пĕлтĕр харăсах виçĕ ывăл тĕнчене килнĕ. Пĕчĕк пăхаттирсене вĕсем Ярослав, Святослав, Владислав ятсем хунă. Пепкесем çуралнăранпа çулталăк иртрĕ ĕнтĕ, сывлăхлă çитĕнеççĕ, пĕчĕкскерсем тытса утма та ăнтăлаççĕ. Вĕсен кашни хусканăвĕ, сасси ашшĕ-амăшне савăнтарать.

Тихоновсен ывăлсемсĕр пуçне Снежанăпа Татьяна хĕрĕсем те çитĕнеççĕ. Асли – 8 класра вĕренет, кĕçĕнни - садике çÿрет. Вĕсем те шăллĕсене пăхса ытараймаççĕ. Пушă вăхăтра пĕрмай пĕчĕккисемпе выляççĕ.

Телейлĕ çемье 2006 çулта çĕнĕ çурт çĕклесе лартнă. Ăна хăтлăх кÿрсе пурăнма пуçланă. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ вĕсем: ĕне, пăру, сурăх, сыснасем, чăхсемпе хурсем.

Çемье пуçĕ Шăмăршăри ветеринари аптекин ертÿçинче вăй хурать. Амăшĕ, паллах, кунĕн-çĕрĕн ачасем çумĕнче, маларах вăл ялти Культура çуртĕнче тăрăшнă. Тихоновсем юрра-ташша та ăста, вĕсем кашни концерт-конкурсах хутшăнаççĕ.

Пултаруллă та ĕçчен ашшĕ-амăшĕ çумĕнче Снежана, Татьяна, Ярослав, Святослав тата Владислав çĕр-шыва юрăхлă чăн-чăн çынсем пулса çитĕнĕç, пурнăçри çитĕнĕвĕсемпе савăнтарĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика