23 ноября 2011 г.
"Суйлав, суйлав – илсе килтĕн эс элек пĕр лав",– тенĕччĕ районти пĕр сăвăç. Чăнах та çапла: хăш-пĕр çынсем паян çĕр-шыври, республикăри тата районти пурнăçа хурласа çеç калаçаççĕ, ертÿçĕсем пирки элек сăмахĕ сараççĕ. Лайăххи ним те çук тейĕн.
Пурнăç чăнлăхĕ пачах та урăхла вĕт-ха. Акă хамăрăн Шăмăршă районнех илер: ял ĕçченĕсем çĕнĕ çурт-йĕр лартаççĕ (кермен пек!), çуртсене шыв кĕртеççĕ, çăмăл автомашинăсем туянаççĕ... Ялтан яла асфальт сарнă çулпа çÿретпĕр. Урамсене те асфальт сараççĕ.
Çынсене ĕç тупса пама, харпăр-хăй ĕçне йĕркелеме те пулăшаççĕ. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсене патшалăх çăмăллăхлă кредит парать. Çĕр çинче ĕçлекен çын выçă лармасть. Ан ÿркен кăна, тăрăшакан çыннăн ĕçĕ те ăнса пырĕ.
"Акăнман çĕр çинче хыт-хура кăна ÿсет", – теççĕ "критиксем". Апла пулсан, мĕншĕн çĕр илсе фермер хуçалăхĕ йĕркелес теместĕр-ха; Кам чарать сире; Пурнăçа лайăхлатассишĕн сăмахпа мар, ĕçпе тăрăшмалла. "Маншăн пулсан – хут купăс" шухăшпа пурăнмалла мар. Çамрăксен çанăсене тавăрса ĕçлемелле, ваттисен вĕсене ăс парса тăмалла.