23 ноября 2011 г.
ШĂМĂРШĂРИ Культура керменĕнче Шăмăршăри "Аленушка" тата "Ромашка" ача сачĕсене çÿрекен хĕр ачасем хушшинче "Мисс Шемуршиночка-2011" конкурс иртнĕ. Çĕнтерÿçĕ ятне Юлиана Михайлова ("Аленушка" ача сачĕ) тивĕçнĕ. Жюри палăртнă номинацисенче çаксем палăрнă: Ангелина Никифорова ("Аленушка"), Александра Алексеева ("Ромашка"), Варвара Цыганова ("Ромашка"), Анастасия Павлова ("Ромашка"), Лилия Кузьмина ("Ромашка"), Диана Удина ("Ромашка"), Валерия Хафизова ("Ромашка"), Анастасия Горбунова ("Аленушка"), Даша Ефимова ("Ромашка"). Конкурса хутшăннисене пурне те Грамотăсем тата асăнмалăх парнесем парса чысланă.
Пĕчĕккисен конкурсне курма питĕ интереслĕ пулчĕ. Мероприяти вĕçленсен куракансем ачасене хыттăн алă çупса тав турĕç.
Çакнашкал конкурссене малашне те ирттерме палăртнă.