23 ноября 2011 г.
ÇĔНĔ ШУПАШКАРТА акватлон (чупу тата шывра ишесси) енĕпе Чăваш Республикин чемпионачĕ иртнĕ. Унта Шăмăршăри "Туслăх" физкультурăпа спорт комплексне çÿрекенсем те хутшăннă, лайăх результатсем кăтартнă. Пĕр хутчен кăна мар акватлон, дуатлон, триатлон ăмăртăвĕсенче чемпион пулнă, 1997 çулта çуралнă Дмитрий Ефимов хальхинче те савăнтарнă, вăл икĕ ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. Çавăн пекех Вера Удина – ылтăн, Илья Хлюкин – кĕмĕл тата бронза, Дмитрий Галкин – икĕ бронза медаль хуçи пулса тăнă. Владимир Алексеева вара çĕнтерÿçĕсен картлашки çине хăпарма пĕр утăм кăна çитеймен, вăл – тăваттăмĕш.
Çитĕннисем хушшинчи ăмăртура Константин Кусаинов тренер иккĕмĕш вырăна тухнă. Çапла вара пирĕн ентешсем киле сакăр медальпе таврăннă.