Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкулта тупнă телей

23 ноября 2011 г.

Шкулта тупнă телей

Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Валентина Геннадьевна Савельева (Шашкина) çак кунсенче хăйĕн юбилейне уявласа ирттерчĕ. Хăй çинчен хаçатра çырма хушмарĕ пулин те, манăн çак ĕçчен те сăпайлă, пултаруллă учитель пирки вулакансене кĕскен те пулсан каласа парас килет.

Валентинăна эпĕ чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вĕреннĕ çулсенчех пĕлнĕ. Ара, пĕр факультетрах вĕреннĕ-çке-ха эпир, çитменнине вăл – кÿршĕллĕ Туçа ялĕнчен (Патăрьел районĕ). Пĕррехинче, институтра коридорпа Вальăпа юнашар утса пынă май, манăн вĕсен пĕтĕм çемйипе палашма тÿр килчĕ. Хирĕç тĕл пулакан студентсем хушшинче Валя хăйĕн йăмăкне те, пиччĕшĕпе шăллĕне те сывлăх сунса калаçма ĕлкĕрчĕ.

Çапла, педагогика институтĕнче пĕр çемьерен харăсах тăваттăн вĕреннĕ вĕсем: Валентинăпа Галина – вырăс чĕлхипе литературин, Юрийпе Николай – физкультура факультечĕсенче. Кĕçĕнни – Петр – ун чухне шкул ачи пулнă-ха. Каярахпа вăл та çак институтрах технологи учителĕн дипломне алла илсе тăван шкулах таврăннă.

Пединститут хыççăн Валентина Геннадьевна вăтăр пĕрремĕш çул Пăчăрлă Пашьел шкулĕнче пĕр улшăнми ачасене вырăс чĕлхипе тĕрĕс çырма тата калаçма, вырăс литературин произведенийĕсем тăрăх пурнăçа хаклама, юратма, упрама вĕрентет. Унăн урокĕсенче интерактивлă меслетсем яланах пысăк вырăн йышăнаççĕ. Проблемăлла ыйтусемлĕ самантсемпе пĕлсе усă курни, рольсемлĕ вăйăсем (сăмахран, айăпланакансемпе хÿтĕлекенсем) ирттерни, ачасене хăйсене ытларах калаçтарма-шухăшлаттарма пĕлни, пĕтĕмлетÿсем тума вĕрентни уроксене интереслĕрех, çÿллĕрех методика шайĕнче йĕркелесе пыма май парать.

Валентина Геннадьевнăн урокĕнче 10-мĕш класра вĕренекенсем А.Чеховăн "Ионыч" калавне тишкерни халĕ те куç умĕнчех. Ачасем ун чухне текста тарăннăн тĕпчесе сÿтсе яврĕç, литература геройĕсем пирки хăйсен шухăшĕсене пĕлтерчĕç, пĕтĕмлетÿсем турĕç. Учительница май килнĕ таран сахалтарах калаçма тăрăшса ачасене критиксем, аналитиксем, экспертсем пулма май пачĕ. Вĕренекенсем урок тăршшĕпех шухăшлав тĕнчинче пулчĕç, йăнăшас пирки хăрамасăр, хăйсен шухăшне уççăн пĕлтерчĕç. Вĕсем литература сăнарĕсен пархатарлă е килпетсĕр хăтланчăшĕсене тишкерсе тухса хаклама пĕлни педагогăн методика ăсталăхне яр-уççăн кăтартса пачĕ.

Валентина Геннадьевна урокăн кашни минучĕпе туллин усă курма, вĕренекенсен сăмах запасне пуянлатса пыма, вăй çитнĕ таран ĕçлеттерме тăрăшать. Вăл вĕрентÿ ĕçĕн тĕрлĕ тĕсĕсене ачасен активлăхне, творчество шыравне ÿстерекен меслетсемпе пĕрлештерсе урок шăнăрне çирĕплетме пĕлет. Опытлă учительницăн урокĕсенче яланах психологи тĕлĕшĕнчен лайăх лару-тăру хуçаланать. Тăхтава тухмалли шăнкăрав янăрасан ачасем хăйсен преподавательне интереслĕ урокшăн тав тăваççĕ, Валентина Геннадьевна вĕсене – активлăхпа творчество шыравĕшĕн.

Валентина Геннадьевна урока методика енĕпе тĕрĕс те пĕлсе йĕркелеме пĕлни районти уçă уроксен фестивалĕсенче те палăрса тăрать. Пушкин урокĕсен фестивалĕнче (1999 çулта Шăмăршă шкулĕнче иртнĕччĕ) тата 2007 çулта Пăчăрлă Пашьел шкулĕнче иртнĕ фестивальте вăл район администрацийĕн вĕрентÿ управленийĕн Грамотисене тивĕçнĕччĕ. Республикăри компьютерпа усă курса йĕркеленĕ вырăс чĕлхин уçă урокĕсен фестивалĕнчен (2008 çул) В.Г. Савельева лауреат Дипломĕпе таврăнчĕ.

Яваплăхпа, тăрăшулăхпа, хăйĕнчен çирĕп ыйтнипе палăрса тăрать Валентина Геннадьевна. Педагогикăри çĕнĕлĕхсене çăмăллăнах парăнтарса пыни, хăйĕн професси шайне яланах ÿстерсе пыма тăрăшни учителе пурнăç хăвăртлăхĕпе утма вăй-хал парса тăраççĕ.

Тата акă мĕн савăнтарать: Валентина Геннадьевнăн хăйĕн хĕрĕ те – Таня – педагог профессине суйласа илнĕ. Вăл пиллĕкмĕш çул ĕнтĕ Шупашкарти 34-мĕш шкулта ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет. Унăн ĕç опычĕ çулран-çул пуянлансах пырать. Хальхи вăхăтра ку питех те сайра тĕл пулакан факт, мĕншĕн тесен чылайăшĕ педагогика университетĕнче дипломшăн çеç вĕренет, шалу ÿстерессипе илĕртсен те шкула ĕçлеме килесшĕн мар. Апла пулсан, Шашкинсен педагогика династийĕ аталансах пырать.

Юбилей кĕрекинче Валентина Геннадьевнăпа пĕртăвансем – Шашкинсем те пулчĕç:

– Николай Геннадьевич – кооператив институчĕн физвоспитани кафедрин ертÿçи, педагогика наукисен кандидачĕ;

– Петр Геннадьевич – Туçари вăтам шкул директорĕ;

– Юрий Геннадьевич – Туçари вăтам шкулта спортинструктор пулса ĕçленĕскер;

– Галина Геннадьевна – Мускав шкулĕнчи вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ.

Чи кĕçĕн педагог – Татьяна Юрьевна Савельева – ачасене вĕрентес пархатарлă ĕçе малалла тăсса пырасса çирĕп шанас килет.

Чаплă юбилей ячĕпе ăшшăн саламланă май, çирĕп сывлăх, ăнăçу, телей пултăр Сире, хисеплĕ Валентина Геннадьевна!

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика