23 ноября 2011 г.
САРĂ чирĕнчен (желтуха) сыхланса, Раççей Федерацийĕн "Сывлăх" наци проекчĕпе килĕшÿллĕн, кăçал районти 18 çултан пуçласа 55 çул таранчченхи ÿсĕмри 5140 çынна В гепатитран тÿлевсĕрех прививка тунă. Çакнашкал прививка 3 тапхăрпа иртнĕ. Пĕрремĕш прививка хыççăн иккĕмĕшне 30 кунтан тунă, виççĕмĕшне – 5 уйăхран.
2012 çулта районта çÿлерех асăннă ÿсĕмри 1012 çынна В гепатитран прививка тума палăртнă.
Профилактика ĕçне ялсенчи фельдшерсем çуллен вăхăтра тата туллин пурнăçласа пынă май, сарă чирĕпе чирлесси районта чакнăçемĕн чакса пырать.
Грипп чирĕнчен хÿтĕленсе, кăçал октябрь-ноябрь уйăхĕсенче районти 18 çултан аслăрах 2056 çынна тÿлевсĕр прививка тунă. Çак йышран 380-шĕ – педагогсем, 180-шĕ – медицина ĕçченĕсем, 1270-шĕ пенсинерсем, ыттисем – коммуналлă хуçалăх, культура, суту-илÿ, çул-йĕр работникĕсем.
2012 çулта 2100 çынна грипран тÿлевсĕр прививка тума палăртнă.
Тухтăрсем çирĕплетнĕ тăрăх, прививка тунă çынсем гриппа чирлемеççĕ е чире çăмăлтарах чăтса ирттереççĕ, çапла вара сывлăха упраса хăвараççĕ. Сывă çын производствăна та усă кÿрет.
Прививкăсен мероприятийĕсене граждансен вăхăтра килме тăрăшмалла. Профилактика процедури чир-чĕртен хÿтĕлесе тăрать.