26 ноября 2011 г.
Хальхи вăхăтра тăтăшах юр çуса тăрать. Çулсем – пăрлак. Çавна май авари хăрушлăхĕ те ÿсет. Çул-йĕр çинче инкек пулас хăрушлăх тухса тăрсан, водитель транспорт хатĕрĕн тормоз педалĕ çине хăвăрт пуссан та, техника вун-вун метр шуса каять.
Инкекрен уйрăмах ачасен сыхă пулмалла. Ашшĕ-амăшĕн хăйсен ачисене куллен çул çинчи тимлĕх пирки каламалла, çывăхра транспорт хатĕрĕ килнине курсан, çул урлă каçма тăхтаса тăмалли пирки аса илтермелле. Паллах, профилактика ĕçне шкулти учительсен те пĕр тикĕс туса пымалла. "Çĕрпÿ-Ульяновск" автоçул хĕрринче вырнаçнă ялсенче – Шăмăршăра тата Карапай Шăмăршăра тимлĕхе татах та пысăклатмалла. Тимсĕрлĕх инкекпе вĕçленет. Акă çак кунсенче кăна Шăмăршăри улттăри ача, аппăшĕпе пĕрле çавăтăнса пыраканскер, тăруках алăран вĕçерĕнсе кайса, трассăпа пыракан автомашина патнелле чупса кайнă, аварие лекнĕ.
Аслисен пĕчĕккисене ача садне е шкула леçнĕ чухне питĕ асăрхануллă пулмалла, ачасем тăруках çул çине чупса тухасран сыхланмалла. Карапай Шăмăршă ялĕ тĕлĕнче те, çак автотрасса çинчех, кăçал çуркунне ача аварие лекнипе çыхăннă инкек пулнăччĕ.
Водительсен те ялсем çумĕпе иртнĕ чухне е урамсенче тимлĕрех пулмалла, хăвăртлăх режимне çирĕп пăхăнмалла.
Халĕ ачасем шкула е садика кайнă вăхăтра час çутăлмасть, таврăннă чухне тавралăх хăвăрт тĕттĕмленет. Ку вара инкек хăрушлăхне ÿстерет, çул çинче тимлĕхе пысăклатма хистет.
Инкексен тепĕр сăлтавĕ – кĕсье телефонĕ. Ачасем утнă май хăлхана пĕчĕк наушник чиксе, юрă-кĕвĕ итлеççĕ, çавна май автомашина килнине те курмаççĕ, мотор сассине те илтмеççĕ. Çакна пула ачасем аварие лекме пултараççĕ. Ашшĕ-амăшĕн хăйсен ачисене кĕсье телефонĕпе тĕрĕс усă курма вĕрентмелле, çул çинче наушникпе усă курни инкек кÿме пултарни пирки аса илтермелле.
Инкексен сăлтавĕсем нумай чухне хамăрăн тимсĕрлĕхпе çыхăннă. Çул çинче çуран çÿрекенсен те, водительсен те яланах асăрхануллă пулмалла.