26 ноября 2011 г.
Ноябрĕн 26-мĕшĕнче Чăваш халăх поэчĕ, Чăваш Республикин К.В. Иванов ячĕллĕ Патшалăх премийĕн тата Раççей Федерацийĕн М.Горький ячĕллĕ Патшалăх премийĕн лауреачĕ Яков Гаврилович Ухсай çуралнăранпа 100 çул çитрĕ.
Я.Г.Ухсай Ĕпхÿ кĕпĕрнин Пелепей уесĕнчи (халĕ Пушкăртстан Республикинчи Пелепей районĕ) Слакпуç ялĕнче 1911 çулта çуралнă. Ашшĕпе амăшĕ хутла пĕлмен. Çапах та пулас поэта тăван чĕлхене хаклама вĕрентнĕ, унăн ытарайми пуянлăхĕпе паллаштарнă. Ялти шкултан ăнăçлă вĕренсе тухсан Ухсай Яккăвĕ Пишпÿлекри хресчен ачисен шкулĕнче ăс пухнă. Çак тапхăрта тĕрлĕ заметка-статья çырма пуçланă, шкулти стена хаçатне виçĕ чĕлхепе – чăвашла, тутарла, пушкăртла – кăларса тăнă.1928 çулта Ĕпхÿри халăх çут ĕç институтне хатĕрленÿ уйрăмне вĕренме кĕрсен Шупашкарта, Самарта тухса тăракан хаçат-журнал редакцийĕсемпе çыхăну тытнă. Мускаври "Чăваш хресченĕ" хаçатăн хыпарçи пулнă, сăвăсем çырма пуçланă. 1930-1933 çулсенче М.В. Ломоносов ячĕллĕ Мускав патшалăх университечĕн литература факультетĕнче вĕреннĕ, кунта тухса тăнă "Коммунар" чăваш хаçачĕпе çыхăну тытнă. Чăвашсем йышлăн ĕçлекен вырăнсене кайса çÿренĕ, очерксемпе фельетонсем çырнă.
1934 çулта Ухсай Яккăвĕ Шупашкара куçса килнĕ. Чăваш Писательсен союзĕн правлени секретарĕнче вăй хунă. Ун хыççăн Пушкăртри ăслăлăхпа тĕпчев институтĕнче, Чăваш радиокомитетĕнче, Патăрьелĕнчи тата Чĕмпĕрти педагогика училищисенче, Чăваш кĕнеке издательствинче ĕçленĕ.
Поэтăн чи малтан пичетленсе тухнă хайлавĕ – "Юратрăм эп тăван хире" сăвви. Вăл "Сунтал" журналăн 1929 çулхи 7-мĕш номерĕнче кун çути курнă. Кун çинчен автор çапла çырнă: "Ку маншăн чăн-чăн уяв пулчĕ. Çавнашкал çĕкленÿ каярахпа сăвăлла романсемпе трагедисем пичетленсе тухсан та пулман" (Çырнисен пуххи. Иккĕмĕш том: Поэмăсем. – Шупашкар, 2002. – 13 с. ).
Каярах Ухсайăн сăвви-поэмисем "Сунтал", "Канаш", "Çамрăк хресчен", "Ĕç хĕрарăмĕ", "Коммунар", "Трактор", "Чăваш хресченĕ", "Чăваш коммуни" хаçат-журналсенче тăтăшах пичетленнĕ.
Çамрăк сăвăçăн пĕрремĕш кĕнеки 1936 çулта "Савăнăç кĕнеки" ятпа Ĕпхÿре кун çути курнă.
1937 çулта поэтăн СССР Конституцине халалланă "Халăхăн ылтăн кĕнеки" поэми çапăнса тухнă. Вăл çав вăхăтра ку темăпа пичетленнĕ чи вăйлă произведени шутланнă.
Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçлансан Ухсай Яккăвĕ хăй ирĕкĕпе фронта кайнă. "Родина зовет" хаçат корреспонденчĕ пулса Атăлтан пуçласа Прагăна çитнĕ. Мускав çывăхĕнче хаяр çапăçусеем пынă кунсенче чăваш каччи "Мускав" сăвă хайланă. Сăвăра вăл çĕр-шывăн тĕп хули кашни çыншăн хаклă пулнине палăртнă, ăна хÿтĕлеме чĕннĕ.
Поэтăн вăрçă çулĕсенче хайланă "Н-ски дивизири чăваш боецĕсемпе командирĕсем чăваш халăхне янă çыру" пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Унта поэт чăваш салтакĕсен паттăрлăхĕ çинчен çырса кăтартнă. Ăна çарта тата хамăр республикăра тухса тăракан хаçатсенче те пичетлесе кăларнă. "Çыру" салтаксене, тылра ĕçлекенсене тăшманпа татах та паттăррăн кĕрешме хавхалантарнă.
1946 çулта чăваш поэчĕ тăван киле таврăннă. Вăрçă хыççăн пичетленсе тухнă пысăк пĕлтерĕшлĕ хайлавсен шутне "Çĕр", "Акăшкÿл", "Ту урлă çул" сăвăлла романсем, "Чап", "Шăллăм" поэмăсем кĕреççĕ. Уйрăмах "Кĕлпук мучи" поэмăна палăртмалла. Кунта çырса кăтартнă ĕçсем патша вăхăтĕнчи нишлĕ пурнăçран пуçласа халăх нимĕç фашисчĕсене хирĕç çапăçнă çулсенче пулса иртеççĕ. Кĕлпук мучин пурнăçĕ урлă автор чăваш халăхĕн çĕр çул хушшинчи историне, унăн кăмăл-туйăмĕ мĕнле улшăнса, аталанса пынине кăтартнă. Поэма вулакансен чунне тыткăнланă. Вăл чăвашла уйрăм кăларăмпа 1951,1958 çулсенче кун çути курнă.
Ухсай Яккăвĕ – "Тутимĕр", "Шуйттан чури" трагедисен, "Нарспи" либретто авторĕ. Вăл литературăпа публицистика статйи те сахал мар çырнă. Чăваш поэзийĕн классикĕ Константин Иванов еткерне пухса, тĕпчесе нумай-нумай статья пичетлесе кăларнă.
Чăваш литературипе искусствине аталантарас ĕçри тава тивĕçлĕ ĕçĕсемшĕн Яков Гаврилович Ухсая Чăваш халăх поэчĕн тата Чăваш АССРĕн искусствисен тава тивĕçлĕ ĕçченĕн хисеплĕ ячĕсене панă, ăна Ленин, Октябрьти Революци, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсемпе тата "Хисеп Палли" орденпа наградăланă. 1984 çулта унăн ятне Чăваш АССР Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхăн Хисеп кĕнекине кĕртнĕ. Шупашкарти пĕр урама тата Культура керменне поэт ятне панă, Канашра та унăн ячĕллĕ урам пур. Слакпуçĕнче поэтăн палăкне лартнă, музей ĕçлет. Вăл çырнă нумай хайлава шкул программине кĕртнĕ.
Поэт 1986 çулхи июлĕн 7-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ, ăна Слакпуç ялĕнче пытарнă.