30 ноября 2011 г.
НУМАЯХ пулмасть Шупашкарта республикăри кадетсен пысăк мероприятийĕ иртрĕ. Унта пирĕн районтан Шăмăршă, Карапай Шăмăршă тата Васан шкулĕсенчи кадетсен отделенийĕсем хутшăнчĕç.
Çак кун кадетсен кĕçĕн (5-6 классем), вăтам (7-8 классем) тата аслă (9-11 классем) ушкăнĕсем стройпа утассипе тата тĕрлĕ командăсене тĕрĕс пурнăçлассипе ăмăртрĕç.
Хамăрăн Васан шкулĕн кадечĕсем пирки уйрăммăн каласан, пирĕн отделени вăтам ушкăнри 19 команда хушшинче иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнине палăртмалла (класăн воспитатель наставникĕ Н.А.Архипов). Васансен отделенине Грамота парса чысларĕç.