Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Илĕртет йĕлтĕр йĕрĕ

30 ноября 2011 г.

СПОРТĂН хĕллехи тапхăрне кăçал, ытти çулсемпе танлаштарсан, маларах уçрĕç. Шăмăршă çумĕнчи илемлĕ хыр вăрманĕнче шăмат кун йĕлтĕрçĕсен эстафети иртрĕ. Спорта юратакансене хĕллехи спорт сезонĕ уçăлнă ятпа район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.А.Петьков ăшшăн саламларĕ, пурне те ăнăçу сунчĕ.

Старта тăнă командăсен йышĕнче аслăраххисем те, кĕçĕннисем те пулчĕç. Пурте çĕнтерÿшĕн хĕрÿ ăмăртма хатĕрри палăрчĕ.

Шкул ачисен командисем хушшинче пĕрремĕш вырăна Карапай Шăмăршă, иккĕмĕшне – Анат Чаткас, виççĕмĕшне – Шăмăршă шкулĕсем йышăнчĕç. Шел те, кашни çулах малти вырăнсенчен пĕрне йышăнса пыракан Пуянкасси шкулĕ ăмăртăва хутшăнманни тĕлĕнтерчĕ.

Ял поселенийĕсен командисенчен – вĕсем пурĕ 5 команда пулчĕç – Шăмăршăсем – пĕрремĕш, Анатчаткассем – иккĕмĕш, Карапайшăмăршăсем виççĕмĕш вырăна тухрĕç. Анчах Пуянкасси, Пăчăрлă Пашьел, Чукал, Кивĕ Чукал ял поселенийĕсем командăсем тăратма пултарайман е район шайĕнчи ăмăрту çине сÿрĕккĕн пăхни-ши çакă;

Районти учрежденисем, предприятисем, организацисем вара чăннипех те савăнтарчĕç. Пурĕ 20 команда старта тухрĕ. Чи малтан финиша «А.Н.Романов» ИП команди çитрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче – Пăчăрлă Пашьел шкулĕнчи вĕрентекенсен, район администрацийĕн вĕрентÿ тата çамрăксен политики пайĕпе «Туслăх» физкультурăпа спорт комплексĕн пĕрлештернĕ командисем.

Çĕнтерÿçĕ командăсене медальсем тата Грамотăсем парса чысларĕç. Ăмăртусене ирттерме пулăшнăшăн «Единая Россия» партин районти уйрăмне тата судьясене чĕререн тав тăватпăр, пурне те ăнăçу тата сывлăх сунатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика