Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тав Çырăвĕ

30 ноября 2011 г.

Хисеплĕ Президентăмăр, Михаил Васильевич!

Пире, ял çыннисене, эсир кашни кун тĕрлĕ района тухса халăхпа тĕл пулса калаçма, унăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма вăхăт тупма пултарни тĕлĕнтерет.

Ял ĕçченĕсен чун-чĕре малашлăхне, совеç, юрату, патриотлăх, çынсен "пурнăç йывăçне" – ратнисене пĕлме тăрăшни, халăхăн иртнĕ тапхăрти паттăр та мухтавлă ĕçĕсене паянхи кунпа танлаштарма пĕлни хаваслантарать.

Продукци туса кăларакан юхăнма пуçланă предприятисене çĕнĕрен чĕртсе тăратма пултарни, сăмахран, мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетме тăрăшакан хуçалăхсене пулăшни: "Ядрин – молоко" тата "Вăрнарти аш-какай комбиначĕ" таварĕсем Чăваш Республикин пур районĕсен лавккисенче те сутăнни, Шупашкар çумĕнчи бройлер чăххисене ĕрчетекен предприяти ĕçлеттерме тытăнни, ялти хресчене ĕне-выльăх усрама тÿлевсĕр укçа-тенкĕ парса пулăшни савăнтарать.

Ялта çурт-йĕр çавăракансене пулăшма, этемĕн сывă пурнăçне вăрăмлатас шухăшпа районсенче физкультурăпа спорт комплексĕсем уçас тесе, халăха таса шыв тата медицина пулăшăвĕ пултăр, вăрманпа парксене сыхласа хăварас тесе нумай тăрăшатăр. Виççĕмĕш е ун хыççăнхи ача çуралнă çемьесене 100 000 тенкĕ парса пулăшма йышăнни те – регион шайĕнчи çемьесене пысăк укçа – шкулсем хупăнса пынине чарса лартма тивĕç.

Хĕрарăмсем 40, арçынсем 45 çул ĕçленине тĕрĕс кăтартса парсан Чăваш Республики шайĕнчи "Ĕç ветеранĕ" хисеп парăнать. Ун пеккисем Чăваш Республикинче 26 пин çын ытларах. Ку вăл пенси çумне уйăхсерен тÿленекен хушма 980 тенкĕ тата çыхăну пулăшăвĕшĕн 50 процент çăмăллăх пулĕ. Çакă халăха, паллах, савăнтарать. Паянхи кун Чăваш Республикин курăмлă пулăшăвне туйнăранах ялти халăх çурт-йĕре кирпĕчрен купалани, ял пуласлăхĕ лайăхланни, çамрăксем ялтан тухса каяссине чакарма, пуш çуртсем сахалланма пуçлассине кĕтме пулать. Халĕ хулара пурăнакан ачасем ялти ашшĕ-амăшĕн çуртне таврăнса, çĕнетсе тирпей-илем кĕртме пуçлани те сисĕнет.

"Президентăн кашни утăмĕ – чăн та çын валли тата çыншăн". Эпир паян çакна туятпăр.

Вăрçăра çухалнă е аманса таврăннă хыççăн килте вилнĕ Аттесенчен пулăшусăр юлнă 1933-1945 çулсенче çуралнă ачасене те республика енчен пулăшу паракан тыловиксен шутне кĕртме тăрăшатăр пулĕ тетпĕр.

Эпир хамăр енчен эсир палăртнă тĕллевсене пурнăçлама тăрăшăпăр.

Çапла пултăрччĕ!

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика