Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсене кĕтет тăван ял

30 ноября 2011 г.

КУКЕÇРИ вĕрентÿ комбиначĕн Шăмăршăри филиалĕ – ял валли ăста кадрсем хатĕрлекен "тимĕрçĕ лаççи". Хальхи вăхăтра кунта 11 çамрăк тракторист-машиниста, 22-ĕн газ хуранĕсен операторне, çирĕме яхăн çын автомашина водительне вĕренет. Филиалта пысăк опытлă преподавательсемпе мастерсем ĕçлеççĕ. В.М. Тимофеев, В.Ф. Юманов, П.В. Иванов, Н.В. Володин тата ыттисем хăйсен предмечĕсене юратса вĕрентеççĕ, теорие практикăпа çыхăнтарма хăнăхтараççĕ.

– Эпир октябрĕн 13-мĕшĕнче вĕренме пуçларăмăр. Февраль уйăхĕнче, экзаменсене ăнăçлă тытсан, професси илнине çирĕплетекен документлă пулăпăр, – терĕ Шăмăршă çамрăкĕ Иван Моисеев. Унăн юлташĕсем те – Юрий Марков, Евгений Ишмуллин, Юрий Васильев тата Анатолий Можаев – тракторпа ĕçлеме юратни çинчен пĕлтерчĕç.

Филиала Шăмăршăри халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр направленийĕпе вĕренме килекенсем те чылай. Патшалăх пулăшнипе вĕсем професси илеççĕ.

Телейлĕ çул сире, тăван яла юратакан, çĕр-аннене хисеплекен çамрăксем!

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика