30 ноября 2011 г.
ПУЯНКАССИ шкулĕнче вĕренекенсем эрне тăрăшшĕпех Ухсай Яккăвĕ – чăваш халăх поэчĕ çуралнăранпа 100 çул тултарнине халалласа тĕрлĕрен мероприятисем ирттерчĕç. «Халăх пилне ăша хывса ÿснĕ çыравçă» ятпа ачасем стена хаçачĕсем кăларчĕç. Мультимедиллĕ презентаци те лайăх иртрĕ. Вĕсем – «Ухсай Яккăвĕ калăпланă çын тата çут çанталăк сăнарĕсем», «Ухсай Яккăвĕ – çĕр поэчĕ, ăста лирик» ятсемпе пулчĕç.
Поэт хăйĕн хайлавĕсенче тăван çут çанталăка савнине, ăна упрама чĕннине вĕренекенсем пĕтĕм чунпа туйса илчĕç. «Атте-анне» поэмăри ваттисен пехил-халалне аса илсе ăна яланах асра тытмаллине каларĕç. Ребуссемпе цифрограммăсем туса, Ухсай Яккăвĕ çинчен çырнă сăвăсем вуласа та савăнтарчĕç. Çавăн пекех чăваш чĕлхипе литература кабинетĕнче поэта халалланă курав та йĕркеленĕ.