30 ноября 2011 г.
АННЕ кунне халалланă уяв кашни ĕç вырăнĕнчех, ял поселенийĕсенчех пулса иртнĕ. Шăмăршăри ЗАГСра вара 6 ачаллă Лариса Ефимована чысларăмăр. Ăшă кăмăллă та хастар хĕрарăм пирки ырă сăмахсем нумай янăрарĕç. Лариса Харитоновнăна тав туса райадминистрацин ĕçĕсен управляющийĕ Л.Н.Портнова, Шăмăршă ял поселенийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан В.М.Шумилов, районти халăха социаллă пулăшу паракан пай специалисчĕ А.М.Ларионова, Канаш территори производство управленийĕн Шăмăршăри çул-йĕр уйрăмĕн ертÿçи В.Вашуркин ăшă сăмахсем каларĕç.
Уяв хăнине çавăн пекех ачасем сăвă-юрăпа тата ташăпа саламларĕç. Л.Ефимовапа пĕр тăван аппăшĕ-тетĕшĕ, тăван-пĕлĕшĕ те аяккинче пăрăнса юлман, вĕсем те чи ăшă сăмахсем каларĕç. Ларисăна ашшĕпе амăшĕ – Харитон Константиновичпа Елизавета Яковлевна – панă чун-чĕре пилĕ вара ĕмĕр тăршшĕпех хавхалану кÿрĕ.
Л.Ефимова уявра хăйне чысланăшăн пурне те тав турĕ.