03 декабря 2011 г.
НОЯБРĔН 23–26-мĕшĕсенче Саранск хулинче «Раççей ачисем тарăн пĕлÿллĕ тата сывă» ятпа Пĕтĕм Раççейри 8-мĕш фестиваль иртнĕ. Унта Чăваш Республикин чысне Шăмăршăри вăтам шкулăн туслă команди хÿтĕленĕ.
Фестиваль пилĕк блокпа иртнĕ: вырăс чĕлхине лайăх пĕлесси, нумай енлĕ çăмăл атлетика, шывра ишесси, урамра баскетболла вылясси тата пултарулăх конкурсĕ. Сергей Хафизов тренер ертсе пынипе, Шăмăршăсем баскетбол вăййинче бронза медаль çĕнсе илнĕ. Пĕтĕмĕшле кăтартусем те савăнтараççĕ: Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенчен килнĕ 30 команда хушшинче Шăмăршă шкулĕн команди саккăрмĕш вырăн йышăннă.