03 декабря 2011 г.
КĂÇАЛХИ 11 уйăхра районта 10 пушар (пĕлтĕр – 15) пулнă, вут-кăвар 928359 тенкĕлĕх пурлăха тĕп тунă. Пушарта 1 çын вилнĕ. 6 çурт-йĕр çунса кайнă тата вуннăшĕ вутпа сиенленнĕ.
Пушар тухнă тĕслĕхсем Карапай Шăмăршă (1), Кивĕ Чукал (2), Пăчăрлă Пашьел (1), Пуянкасси (3), Анат Чаткас (1), Чукал (1) тата Васан (1) ял поселенийĕсен территорийĕсенче пулнă. Пушарсен тĕп сăлтавĕсем çаксем: электроборудованипе усă курмалли правилăсене пăхăнманни (50 проц.), кăмака юсавсăр пулни (30 проц.), вут-кăварпа асăрханусăр пулни (10 проц.), аçа çапни (10 проц.).
Патшалăхăн пушар инспекторĕсем кăçал планпа пăхнă 53 тĕрĕслÿ тата планпа пăхман 80 тĕрĕслÿ ирттернĕ, пушара хирĕç кĕрешмелли правилăсене пăснăшăн 91 çынна 132 пин тенкĕлĕх штраф тÿлеттернĕ. Пушар тухас хăрушлăх пысăк 6 объекта суд йышăнăвĕпе вăхăтлăха хупнă.