03 декабря 2011 г.
ЙЫВĂРТАРАХ шăпаллă çынсен – инвалидсен пурнăçĕ, тÿрех каламалла, çăмăлах мар. Анчах та вĕсем нимле йывăрлăха пăхмасăр малалла талпăнаççĕ, мал ĕмĕтпе пурăнаççĕ. Чылайăшĕ вăй çитернĕ ĕçре тăрăшать.
Паллах, инвалидсене çирĕп сывлăхлă çынсен те тимлĕх уйăрмалла, май килнĕ таран пулăшу памалла. Йĕри-таврашра ăшă чунлă çынсем ытларах пулсан, вĕсене пурăнма та çăмăлрах пулĕччĕ.
Паянхи кун районта 1-3 ушкăнсенчи 1464 инвалид пурăнать. Вĕсенчен 76-шĕ – ача инвалидсем (18 çул таранчченхисем). Патшалăх инвалидсене сисĕмлĕ пулăшу парса тăрать. Районти социаллă хÿтлĕх пайĕ урлă инвалидсем коммуналлă çăмăллăхсемшĕн уйăхсерен 736 тенкĕ илсе тăраççĕ. Инвалид-ачаллă çемьесенчи коммуналлă çăмăллăхсен тăкакĕсене патшалăх квитанцисемпе килĕшÿллĕн, çынсен шучĕпе шайласа, саплаштарать.
Патшалăх инвалидсене, вĕсен чир-чĕрне шута илсе, санаторире сывлăха сиплеме тÿлевсĕр путевкăсем уйăрать. 2011 çулта йывăр шăпаллă çынсене 23 путевка уйăрнă. Инвалидсем республикăри «Чувашия» курортра 18-шар куна пынă сиплев курсĕ витĕр тухрĕç, сывлăхĕсене çирĕплетрĕç.
Йывăр чирлĕ инвалидсем, хăйсен реабилитаци программипе килĕшÿллĕн, патшалăхран тÿлевсĕрех кресло-коляска, вырăн таврашĕ, протез, костыль-трость, ятарлă атă-пушмак, хăлхана чиксе итлемелли аппарат тата ыттине илсе тăраççĕ. Районти вăхăтлăх пурăнакан уйрăмсенчи ватăсене тата Карапай Шăмăршăри психоневрологи интернатĕнчи йывăр чирлĕ çынсене те халăха социаллă пулăшу паракан центр урлă çак япаласемпе тивĕçтеретпĕр.
Инвалидсен кунĕ умĕн, эрне кун, Шăмăршăри Культура аталанăвĕн центрĕнче ялсенчи йывăр шăпаллă çынсем район администрацийĕн руководителĕсемпе, районти социаллă хÿтлĕх пайĕн ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕç. Прокуратура работникĕсем инвалидсен прависем çинчен каласа пачĕç. Культура ĕçченĕсем концертпа савăнтарчĕç.
Сăмахăма вĕçленĕ май, инвалидсене чир-чĕре çĕнтерсе пурăнма чăтăмлăхпа тÿсĕмлĕх, сывлăх, телей сунатăп. Сирĕн таврашра яланах ăшă кăмăллă çынсем пулччăр, вĕсем сирĕн ыратăва май килнĕ таран çăмăллатма тăрăшчăр.