Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăмăлĕ – ырă, аллисем – ылтăн

03 декабря 2011 г.

Альбина Никандровна Давыдовăна эпĕ пуçласа 1967 çулта Шупашкарта курнăччĕ. Вăл тăванĕсем патне хăнана пынă-мĕн. Мĕнешкел хитре хĕрччĕ. Хура çÿçлĕ, çĕмĕрт куçлă, хĕрлĕ пан улми пек пит çăмартиллĕ, çÿхе туталлă, яштака пÿ-силлĕ хĕрпе çывăх паллашрăм. Халĕ те Альбина Никандровна çак хитрелĕхе çухатмасть-ха. 65 çула çитрĕ пулин те çав-çавах маттур, хастар вăл. Тăп-тăпăлкка кĕлеткине тÿрĕ тытса çăмăллăн утать, çывăх тăванĕсене пулăшма васкать.

Альбина Никандровна Давыдова (хĕр чухнехи хушамачĕ Кудряшова) 1946 çулта, чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче Çĕнĕ Шăмăршă ялĕнче служащи çемйинче çуралнă. Ашшĕ, Н.И. Кудряшов, парти райкомĕнче тата колхозра бухгалтерта ĕçленĕ. Амăшĕ, Е.В. Кудряшова, пекарньăра вăй хунă. Тивĕçлĕ канăва тухичченех столовăйра, ресторанра повар пулнă. Тăрăшуллă çемье 2 хĕрпе 3 ывăла çут тĕнче парнеленĕ. Альбина – чи асли. Шăмăршăри вăтам шкулта пĕлÿ илнĕ. Ытларах математика, геометри, тригонометри предмечĕсене килĕштернĕ. 10 класс пĕтернĕ илĕртÿллĕ хĕр ашшĕ пекех шут ĕçне кăмăлланă, райпора ĕçлеме пикеннĕ. Бухгалтери системин тĕрлĕ енĕпе ĕçленĕ вăл. А.Н. Давыдова ытларах обществăлла апатлану предприятийĕн бухгалтерĕнче вăй хунă.

Çамрăк чухне мана та Альбина Никандровнăпа пĕрле ĕçлеме тиврĕ. Тĕлĕнмелле ырă кăмăллă бухгалтерччĕ вăл. Çамрăк специалистсене яланах пулăшма тăрăшатчĕ, кирлĕ сĕнÿсем паратчĕ.

Хăйĕн ĕçне чунтан парăннă Альбина Никандровнăна ĕçтешĕсем те хисепленĕ, ăна шаннă. Часах ăна тĕп бухгалтер заместителĕн тилхепине панă. Пилĕк çула яхăн çак йывăр лава туртнă вăл. Яваплăха туйса ĕçлени йывăрлăха çĕнтерме пулăшнă. Халăхпа пĕр чĕлхе тупма пултарни ăна çитĕнÿсем тума май панă, унăн авторитечĕ те ÿссех пынă. Кирек ăçта ĕçлесен те Альбина хăйĕн хастарлăхĕпе пултарулăхне кăтартнă. Ĕçлекенсенчен çирĕп ыйтнă, тĕрĕслĕхе юратнă. Ахальтен мар ăна 1986 çулта "Совет потребителĕсен кооперацийĕн отличникĕ" знакпа наградăланă. Чăваш Республикин потребительсен кооперацийĕн ветеранĕн знакĕпе те чысланă. 2002 çулта вара ĕçри çитĕнÿсемшĕн "Ĕç ветеранĕ" ята тивĕçнĕ.

Альбина Никандровна обществăлла ĕçсенче те палăрнă. Пĕчĕкрен спортпа туслă пулнăскер, йĕлтĕрпе ярăнса районта, республикăра призлă вырăнсене çĕнсе илнĕ, темиçе хутчен те райпо чысне хÿтĕленĕ.

Суту-илÿ системинче 40 çула яхăн вăй хунă хыççăн Альбина Никандровна тивĕçлĕ канăва тухнă. Юратнă мăшăрĕпе, Леонид Давыдовпа (питĕ шел, вăл, чылай çул механизаторта ĕçленĕскер, пĕлтĕр вăхăтсăр çĕре кĕчĕ), 3 хĕр ÿстерсе çитĕнтернĕ. Хĕрĕсене пĕчĕклех ĕçре пиçĕхтернĕ, тивĕçлĕ воспитани парса ÿстернĕ, аслисене хисеплеме вĕрентнĕ. Аслă хĕрĕ, Марина, Шупашкарта коопераци техникумĕ пĕтернĕскер, Васана качча тухнă, мăшăрĕпе фермер хуçалăхĕнче тăрăшаççĕ, лавкка тытаççĕ. Иккĕмĕш хĕрĕ, Ирина, Васан каччипе çемье çавăрнă, коопераци техникумĕ тата институчĕ пĕтернĕскер, район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн бухгалтерĕнче вăй хурать. Кĕçĕн хĕрĕ, Таня, ял хуçалăх академийĕ тата коопераци институчĕ пĕтернĕ, регистраци палатинче ĕçлет, çемьеллĕ, Шăмăршăра пурăнать.

Халĕ Альбина Никандровна чул çуртра пĕчченех пурăнать. Апла пулин те кулянса лармасть. Йышлă выльăх-чĕрлĕх усрать. Çуллахи вăхăтра вăрмана кăмпана, çырлана çÿреме юратать. Сад пахчи те пысăк, тĕрлĕ сортлă улма йывăççисем тăван тавралăха илем кÿреççĕ.

Ÿркенме пĕлмен Альбина Никандровна хăйне чăннипех те телейлĕ хĕрарăм тесе шутлать. "Хĕрсем хамран инçе марришĕн, çĕр-шыва юрăхлă пулнишĕн, йывăрлăхсене çĕнтерсе пурăнма хавхалантарнишĕн чунтан савăнатăп", – терĕ вăл йăлтăр кулăпа ман çине пăхса.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика