Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мухтанмалăх та, савăнмалăх та...

03 декабря 2011 г.

Кил – ачапа, картиш выльăхпа илемлĕ, теççĕ. Ку чăнах та çапла ĕнтĕ. Ачасăр çурт та, выльăхсăр картиш те тăлăххăн курăнаççĕ. Энтĕрьелĕнче пурăнакан Шигаревсен вара икĕ енĕпе те савăнмалăх пур. Сергей Васильевичпа Инна Константиновна çут тĕнчене виçĕ ача çуратнă, вĕсене пурнăç çулĕ çине тăратма ăнтăлаççĕ. Тĕпренчĕкĕсем пĕринчен тепри маттур та ĕçчен. Епле-ха унсăрăн; Пĕчĕкрен ĕçе хăнăхмасан, аслисенчен вĕренсе пымасан, вĕсене пулăшмасан – туслă çемье пулаймасть. Выльăх-чĕрлĕхне те йышлă тытма ÿркенмелле мар. Шигаревсем ку енĕпе те ялта тĕслĕх вырăнĕнче. Вĕсем лаша, 2 ĕне, 2 пăру, сурăхсем, сыснасем, хурсемпе чăхсем тытаççĕ. Паллă ĕнтĕ, ĕçчен çемьен аш-пăшĕ, сĕт-турăхĕ, çăмарти – веçех килти. Хăйсенчен ытлашшине сутса та тупăш кураççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика