03 декабря 2011 г.
КивĔ Чукалта пурăнакан Николай Головин ялта ĕçченлĕхпе палăрса тăрать. Кил-çурчĕ те тĕреклĕ, хуçалăхĕ те çирĕп унăн. Мăшăрĕпе, Нина Федоровнапа вĕсем лаша, ĕне, вăкăр, çăвăрлакан сыснасем, чăх-чĕп усраççĕ. Сысна çурисемпе вăкăр самăртса сутса хăйсен çемье бюджетне пуянлатаççĕ. Выльăх апатне те çителĕклĕ хатĕрлеççĕ вĕсем. Унсăрăн "хĕл хырăмĕ" йывăрлăха кĕртсе ÿкерет.
Николай Александровичпа Нина Федоровна хăйсен çĕрĕсемпе пĕлсе усă кураççĕ. Вĕсем пахча çимĕç те нумай туса илсе сутаççĕ. Кил хуçи вышка çинче вăрман хуралçинче ĕçлет, мăшăрĕ вара çуллахи кунсенче – тĕрлĕ ĕçре, хĕлле килте тăрăшать.