Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕп тĕллев – медицина пулăшăвĕн пахалăхне ÿстересси

03 декабря 2011 г.

Сывлăх сыхлавĕн модернизаци программипе килĕшÿллĕн Чăваш Енĕн медицина отрасльне 2011-2012 çулсенче çирĕплетнĕ йĕркепе тата пур енлĕн çĕнетсе улăштармашкăн 4,5 млрд. тенкĕ ытла хывмалла. Пирĕн республикăна 983,5 миллион тенки çитнĕ те ĕнтĕ, сывату учрежденийĕсенче хĕрÿ ĕç пырать. Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх, "модернизаци уссине пурте – медицина учрежденийĕн ертÿçинчен пуçласа пациент таранах – туйса илмелле".

Модернизаци программине пурнăçласа мĕнле мероприятисем ирттереççĕ тата Шăмăршă районĕнчи сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче еплерех улшăнусем пулмалли çинчен каласа парать Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Венера Муллина.

– Венера Петровна, сывлăх сыхлавĕн модернизаци программин тĕп мероприятийĕсем асăннă тытăмăн çивĕч ыйтăвĕсене татса параççех пулĕ. 4,5 млрд. тенкĕне ăçта хывма палăртнă;

– Тĕп тĕллев – медицина пулăшăвĕн пахалăхне ÿстересси тата ăна кашни çыншăн юрăхлă тăвасси. Çавна май пурлăхпа техника базине тĕреклетессине пуринчен мала хуратпăр. Çак укçа-тенкĕн çуррине яхăн тĕп тата кулленхи юсав ĕçĕсене пурнăçлама, сиплевпе диагностикăн хальхи йышши оборудованине туяннă çĕрте тăкаклама палăртнă. Кăçал 19 учреждение тĕпрен юсамалла. Улатăр районĕнчи Явлейри, Шупашкар районĕнчи Шорккари, Куславкка районĕнчи Мушарти фельдшерпа акушер пункчĕсене, Шупашкар хулинчи 2-мĕш ача-пăча больницин икĕ уйрăмне юсанă ĕнтĕ. Республикăри кардиологи диспансерĕн хирурги корпусĕн çи виттине çĕнетнĕ. Тĕплĕ юсав хыççăн Канаш хулин больницин травматологи тата хирурги уйрăмĕсем уçăлнă. Çавăн пекех информацин хальхи тытăмне тата медицина пулăшăвĕн пĕрлĕхлĕ стандарчĕсене пурнăçа кĕртме те укçа-тенкĕ нумай уйăрăнаççĕ.

– Стандартсене ĕçе кĕртни мĕнле пĕлтерĕшлĕ; Стандартсем пациентсене мĕн параççĕ;

– Çакă асăннă программăн уйрăмах кирлĕ пайĕ, вăл пациентсемшĕн те, медицина ĕçченĕсемшĕн те пĕлтерĕшлĕ. Пĕрремĕшĕнчен, стандартсене диагностикăн, сиплевĕн тата чирлисене маларах реабилитациленин хальхи пĕтĕм технологине шута илнĕ. Çапла вара медикаментсемпе ытти материал тăкакне ÿстерме май килет. Иккĕмĕшĕнчен, стандартсемпе усă курнин ырă енĕсенчен пĕри - сывлăх сыхлавçисен шалăвĕ ÿсни. Пирĕн учрежденисенче вăтам сыпăкри 13 пин ытла медицина ĕçченĕ тата 5 пин врач тăрăшать. ОМСăн федераци фончĕн шутĕнчен хушма укçа-тенкĕ уйăрни 2012 çул вĕçленнĕ тĕле врачсен шалăвне 31 процент (20 пин тенкĕ таран), вăтам сыпăкри медицина ĕçченĕсене 26,4 процент (12 пин тенкĕ таран) пысăклатма май парĕ.

– Çакă отрасльти кадр ыйтăвне татса парĕ-ши; Специалистсем, уйрăмах "ансăрррисем" çитменнипе клиникăсенче черет пухăнни паллă вĕт...

– "Сывлăх" наци проекчĕн мероприятийĕсем пире пуçламăш сыпăка врачсемпе тивĕçтерессине 95 процента çити ÿстерме май пачĕç, çапах та отрасльте кадр ыйтăвĕ çивĕч. Кăçал специалистсем хатĕрлемелли патшалăх саккасне йĕркеленĕ чухне вĕсен кирлĕлĕхне тата территорире ытлашши пулнине шута илтĕмĕр. Çавна май ЧПУн медицина факультетне вĕренме янă, врачсен пĕлĕвне ÿстерекен института интернатурăна йышăннă чухне малашне ялти сиплев учрежденийĕсенче ĕçлеме килĕшÿ тунисене чи малтан суйласа илме тăрăшрăмăр. Владимир Путин çамрăк специалистсене ялти сывлăх сыхлавĕнче ĕçлеме хавхалантарас тĕллевпе çитес çул кашни тухтăр пуçне пĕр миллион тенкĕ уйăрасси пирки тунă пуçару районсен клиникисенчи лару-тăрăва лайăхлатма пулăшĕ.

Черетсене илес-тĕк, ман шухăшпа, чирлĕ çыннăн чи малтан пуçламăш сыпăкри тухтăр патне каймалла. Унти врач чир паллисене уçăмлатнă тата анализсене тишкернĕ хыççăн пациента консультацие тата сиплеве хăш "ансăр" специалист патне ямаллине палăртать. Кун пек чухне "ансăр" специалист патне лекес текенсен черечĕ те пухăнса каймĕ тата чăннипех пулăшу кирлисем те вăхăта усăсăр çухатмĕç.

– Хулара пурăнакансене тивĕçлĕ консультаци илме яланах çăмăл, ял çыннин вара мĕн тумалла;

– Чăн та, ялта медработниксем çитменни çивĕч тăрать: тухтăрсен 19 процентне яхăн çитмест, çав шутра – участокри педиатрсемпе терапевтсем. Раççейре медицина пулăшăвне çемье врачĕн мелĕпе парасси çине чи малтан куçнă регионсен йышĕнче Чăваш Ен те пулни чылай йывăрлăха сирме пулăшрĕ. 10 çулта республикăра 595 врач офисне уçнă, вĕсем тухăçлă ĕçлеççĕ, Чăвашра пурăнакансен 70 проценчĕн ыйтăвне тивĕçтереççĕ.

Прфесси ĕç-хĕлне тытса пымашкăн медицинăра вăй хуракансене меллĕ условисем туса панă: пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсем юсаса çĕнетнĕ тата медицинăн хальхи кăткăс оборудованийĕпе пуянлатнă пÿлĕмсенче вырнаçнă, вĕсем валли автотранспорт уйăрнă тата водитель çирĕплетсе панă.

Фельдшерпа акушер пункчĕсем те паян халăха эмелпе, сиплев хатĕрĕсемпе тивĕçтерме, туберкулезпа чирлисем препаратсемпе мĕнле усă курнине тĕрĕслесе тăма, профилактика мероприятийĕсем ирттерме тата сывă пурнăç йĕркине йĕркелеме, аслă ăру çыннисене патронажа илме пултараççĕ. Пуçламăш сыпăкăн тухăçлă ĕçĕ социаллă пĕлтерĕшлĕ икĕ ыйтăва татса пама май парать: медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерессине пуриншĕн те юрăхлă тăвать тата пациент ăçта сипленнине пăхмасăр пулăшăвăн пĕрлĕхлĕ пысăк стандарчĕпе тивĕçтерет.

– Информатизаци медиксемпе пациентсене мĕн парать;

– Программăпа килĕшÿллĕн эпир хальхи информаци тытăмĕсене ĕçе кĕртме палăртатпăр. Вĕсем медицина пулăшăвĕн персонификаци учетне хатĕрлеме, электрон картине ĕçе кĕртме, телемедицина кăтартăвĕсемпе ылмашăнма май парĕç. Çак çĕнĕлĕх кăçал республикăри сиплевпе профилактикăн виçĕ учрежденийĕнче вăй илĕ, 2012 çулта районсен хушшинчи 15 центртан тата республикăн 4 клиникин пациенчĕсем электрон картиллĕ пулĕç. Медицина ĕçченĕсен 80 проценчĕн ĕç вырăнĕсене автоматизацилеççĕ, Чăваш Енри медицина учрежденийĕсен пурин те электрон паспорчĕ йĕркеленет.

Анчах та эпĕ çакна палăртасшăн: медицина технологийĕсене эпир темиçе çул каяллах пурнăçа кĕртме тытăннă – статистика тытăмне, пациентсен регистрне йĕркеленĕ, телемедицина сеансĕсем ирттерме пуçланă. Тĕп хулари сиплевпе профилактори учрежденийĕсенчен чылайăшĕнче, сывлăх центрĕсенче, терапи участокĕсенче электрон регистратурине 2009 çулхи раштав уйăхĕнчех ĕçе кĕртнĕ. Врач патне йышăнăва виçĕ мелпе çырăнаççĕ: Интернет, call- центр урлă, çавăн пекех сиплекен тухтăр пулăшнипе (вăл "ансăр" специалистсем патне хăй ярать). Паян электрон регистратурине пирĕн республикăри пуринче те йĕркеленĕ, ун витĕр пациентсен 80-85 проценчĕ тухать.

"Сывлăхлă Чăваш Ен" медицина порталĕ тухăçлă ĕçлет, вăл – республикăн медицина отраслĕпе çыхăнмалли пĕрлĕхлĕ мел. Патшалăх тата муниципалитет клиникисен хăйсен сайчĕсем пур, вĕсенче Раççей саккунĕсемпе килĕшÿллĕн пĕтĕм информацие вырнаçтарнă. Кунашкалли ытти регионта хальлĕхе çук-ха.

– Сывлăх сыхлавне модернизацилемелли программăна пурнăçа кĕртнин уссине эсир мĕнре куратăр;

– Чăваш Енре медицина пулăшăвĕ парасси çĕнĕлле пулса пырать. Юлашки пилĕк çулта медицинăпа демографи кăтартăвĕсене лайăхлатма пултартăмăр: республикăра ача çураласси 25,2 процент ÿсрĕ, пĕтĕмĕшле вилĕм 1,4 процент чакрĕ, этем ĕмĕрĕ вăрăмланчĕ. Унсăр пуçне, эпĕ çакна пысăк çитĕнÿ тесе хаклатăп, медицинăн пысăк технологиллĕ пулăшăвне тивĕçмешкĕн пирĕн республикăра пурăнакансен халĕ Мускава е Санкт–Петербурга каймалла мар. Республикăн 8 клиникин кардиологи, онкологи, нейрохирурги, офтальмологи, акушерствăпа гинекологи енĕпе пысăк технологиллĕ сиплевпе тивĕçтерме лицензи пур. Çапла майпа медицина пулăшăвĕ парассине 2008 çулхи 9 процентран 2010 çулта 81,26 процента çитрĕмĕр.

Сывлăх сыхлавĕн хальхи пахалăхлă тытăмĕ Чăваш Енĕн аталанăвĕн стратеги ресурсĕ тата çирĕп никĕсĕ шутланать. Отраслĕн модернизацийĕн тĕп тĕллевĕ вара – пациент сывлăхĕ. Çапла вара республикăра сывлăхлă çынсен хисепĕ ÿстĕр, пирĕн ачасем сахалрах чирлеччĕр тата пурте сывă пурнăç йĕркине тытса пыччăр тесе мĕн пур майпа туллин усă курмалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика