07 декабря 2011 г.
ЧĂВАШ ЕНРЕ суйлавсен малтанхи кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ тăрăх РФ Патшалăх Думин суйлавĕнче "Единая Россия" 43,42 процент сасă пухнă, РФКП – 20,29 проц., "Тĕрĕслĕхшĕн тăракан Раççей" – 18,79 проц., РЛДП – 10,67 проц., "Раççей патриочĕсем" – 1,32 проц., "Яблоко" – 1,32 проц., "Правое дело" - 0,36 проц.. ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавĕ пирки калас тăк сасăлавçăсен 44,87 проценчĕ "Единая Россияшăн" пулни паллă, 19,65 – РФКПшăн, 19,39 проц. – "Тĕрĕслĕхшĕн тăракан Раççейшĕн", 10,77 проц. РЛДПшăн, 2,11 проц. – "Раççей патриочĕсемшĕн". Малтанласа палăртнă тăрăх – пĕр мандатлă суйлав 22 округĕнчен 21-ĕшĕпе - "Единая Россия" представителĕсем ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсен йышне лекнĕ.
Танлаштарма: 2007 çулта РФ Патшалăх Думин суйлавĕнче Чăваш Енре суйлавçăсен 62,27 проценчĕ "Единая Россияшăн" сасăланă, РФКПшăн - 12,64 проц., "Тĕрĕслĕхшĕн тăракан Раççейшĕн" – 10,32 проц., РЛДПшăн - 8,49 проценчĕ. Ытти парти вара 7 процент та пухайман. Ун чухне сасăлава суйлавçăсен 70,6 проц. хутшăннă – çапла пĕлтерет "Регнум" информаци агенстви. Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн пиллĕкмĕш суйлаври Патшалăх Думинче Чăваш Енрен 6 депутат ĕçленĕ: Константин Косачев, Павел Семенов тата Николай Бударин ("Единая Россия" представителĕсем), Валентин Шурчанов (РФКП), Анатолий Аксаков ("Тĕрĕслĕхшĕн тăракан Раççей").
2006 çулта ЧР Патшалăх Канашĕн суйлавĕнче республика парламетне пĕр мандатлă округсемпе "Единая Россиян" 17 членĕ лекнĕ. Пĕрлехи суйлав округĕн сасăлавĕн кăтартăвĕсемпе асăннă парти тепĕр 14 мандата тивĕçнĕ – ун чухне "Единая Россияшăн" суйлавçăсен 51,89 проценчĕ сасăланă. Каярахпа, хăйĕн кандидатурине сĕннĕ çынсем ку партие кĕнĕ хыççăн, "Единая Россиян" мандачĕсен шучĕ 34-а çитнĕ. Пĕтĕмпе вара республика парламентĕнче – 44 çын, вĕсенчен çуррине парти списокĕпе, тепĕр çуррине пĕр мандатлă округсемпе суйлаççĕ.