Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Арканнă юрату

07 декабря 2011 г.

ШĂНКĂР-Р! шăнкăр-р! – каçхи шăплăха татрĕ электрошăнкăрав сасси.

– Мĕн амакĕ; Çурçĕр иртсен ырă çын çÿремĕ, – тутлă ыйхăран вăратнăшăн кăмăлсăрланса тĕксĕм халатне уртса ячĕ те çамрăк хĕрарăм урамалла тухрĕ. Алăка уçсанах пĕр шуралса, пĕр хĕрелсе кайрĕ вăл.

– Валера; ... – чĕтренсе тухрĕ унăн сасси. – Мĕн туса çÿретĕн эсĕ кунта;

– Эпĕ хамăн ачана курма килтĕм, кĕрт мана, – тÿрех аллисене сулкалама пуçларĕ арçын.

– Мĕн, эс ÿсĕр-им; – аванмара туйса хыçалалла чакрĕ Венера. – Тем тесен те эпĕ сана ача патне кĕртместĕп, тепĕр тесен – эпир санпа судпа уйрăлни те пилĕк çул ĕнтĕ.

Çиçĕм евĕр хăвăртлăхпа чупса кĕрсе кайрĕ те алăка çаклатса та хучĕ хĕрарăм. Унăн чĕри халь-халь сиксе тухасла тапрĕ.

– Эпĕ сана пурпĕрех ырă пурнăç кăтартмăп, – кăшкăрашрĕ арçын, сулăна-сулăна утрĕ Валера урампа. Темĕнччен çывăрса каяймарĕ Венера, иртнĕ кунсем аса килчĕç ăна.

Юлташ хĕрĕн çуралнă кунĕнче паллашрĕç Венерăпа Валера, пĕр-пĕрне кăмăлланине тепĕр виçĕ кунтанах пĕлтерчĕç. Çулталăк çурă туслă çÿренĕ хыççăн чаплă туй кĕрлерĕ. Мĕнлерех телейлĕччĕ çав кун çирĕм виçĕ çулхи каччăпа хĕр. Хăйсен юрату туйăмне ĕмĕрлĕхех упраса хăварма, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнма сăмах парса ылтăн çĕрĕсем тăхăнтартрĕç.

– Ыррине курмах качча каять-ши чечек евĕр илемлĕ, чун-чĕрипе те ырă хĕр çак Валерăна; Хамăр ялта пурте пĕлсе çитнĕ ĕнтĕ ăна, – шеллесе каларĕç туй курма килнĕ карчăксем. Чăнахах та, вĕсен сăмахĕсем тÿрре килчĕç-килчĕçех. Туй кĕрленĕ хыççăн çур çултанах хăйĕн пÿтсĕр характерне кăтартма пуçларĕ арçын. Кашни арçын патнех пĕр сăлтавсăр кÿлешме, ĕçсе килсен арăмне хĕнеме те аякка каймарĕ. Каччă чухнехи Валера пачах тепĕр енлĕ улшăнни Венерăна тĕлĕнтерчĕ. Çак тамăк евĕр пурнăçа чăтса тăраймарĕ, виçĕ уйăхри пепкипех уйрăлса хăйсен ялне кайрĕ. Тепĕр çур çултан Валерăна тĕрмене хупнă сас-хура сарăлчĕ, ÿсĕрпе лавкка çаратнă-мĕн. Унтанпа самаях вăхăт иртрĕ, ывăлĕ Алеша та пилĕк çулта. Венера та лăпкăн пурăнма тытăннăччĕ ĕнтĕ. Акă паян каллех унăн пурнăçĕнче тĕтттĕм йĕр пуçланать...

– Венера! Венера! – çĕвĕ цехне чупса кĕчĕ бригадир. – Атя, халех тăхăн, Алеша патне больницăна каятпăр.

– Алеша; Больницăра; – хыпăнса ÿкрĕ хĕрарăм, алли чĕтренипе саппунне те салтаймарĕ. – Мĕн пулнă;

– Ашшĕ, Валера мотоцикл çинче лартса хăйпе пĕрле илсе кайма пăхнă, ÿсĕрскер, нумаях та каяйман, юпа çине тăрăннă.

Операци тăвакан палата алăкĕ уçăласса чăтăмсăррăн кĕтрĕ Венера. Часах хирург тухрĕ, аллинчи хут таткине медсестрана тыттарчĕ те ача амăшĕ патне тухрĕ.

– Ларăр-ха, Венера Петровна, лăпланăр, – ерипен сăмахĕсене тăстарса калаçрĕ кăн-кăвак çÿçлĕ хирург. – Çамрăк организм йывăр операцие чăтса ирттереймерĕ, питĕ шел.

– А-ле-ша!!! – ян! кайрĕ Венерăн сасси, куçĕсем шывланчĕç, урайне тĕшĕрĕлсе анчĕ...

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика