Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ах, ăçта çÿрерĕн йывăр чух, аннеçĕм?

07 декабря 2011 г.

Эс мана çуратнă,

Ун хыççăн пăрахнă.

Ял-йышран вăтанса

Аякка ăсатнă.

Ах, мĕн-ма чун патăн

Пăхас çук пулсассăн;

Ах, мĕн-ма суйларăн

Çăмăл çул, аннеçĕм;

"Вĕлтĕрен çинчи" ят,

Ман çумран хăпмарĕ.

Унăн вăй-хăвачĕ

Чуна ăшаларĕ.

Куçăм шывлансассăн

Манран тăрăхлатчĕç.

Такăнса ÿксессĕн,

Пăрăнса утатчĕç.

Кĕтрĕм, кĕтрĕм

Эп сана, аннеçĕм.

Ах, ăçта çÿрерĕн,

Йывăр чух, аннеçĕм;

Ватлăху çитсессĕн,

Ачуна эс тупрăн.

Кирлĕ-им халь эпĕ

Çынна тухнă хыççăн;

Ах, мĕн-ма шаккарăн

Алăкран эс шăппăн;

Ах, мĕн-ма хускатрăн

Сурана, аннеçĕм;

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика