07 декабря 2011 г.
ЭТЕМ пурнăçĕ – Турă панă ырăлăх. Çавăнпа та пурнăçра пурин те пĕр-пĕрне юратса пурăнмалла, çынна курайманни, улталани, икĕ питленни – çакă пурте Турă панă йĕркене хирĕç пыни. Яков ывăлĕ Иосиф пек йăваш, уçă кăмăллă, тÿрĕ пулмалла. Çапла пурăнни Турра та, çынна та кăмăллă. Икĕ питлĕ çынсем çинчен псаломçă çапла каланă: вĕсем çывăх çынсемпе канăçлă тăрасси çинчен калаçаççĕ, ăшĕсенче хăйсен усал шухăш. Унашкал çынсем ангелăнни евĕр чипер сассипе сывлăх сунаççĕ, ыталаса чуп тăваççĕ, тем те туса пама пулаççĕ, чăн-чăн тус пек хăтланаççĕ. Ăшĕсенче хăйсем "таса чĕреллĕ çынсене тĕттĕм çĕрте перес тесе çĕмĕренĕсене" хытараççĕ. Таса аттемĕрсенчен пĕри каланă: "Илĕртсе улталаканăн чĕлхинчен вĕлерекен тăшманăн хĕçĕ аванрах". Тăшманран тарса хăтăлма пулать, анчах та икĕ питлĕ чĕлхерен мĕнле хăтăлмалла; Мĕншĕн; Мĕншĕн тесессĕн чуп тăвать те – тытса сутать, пулăшнă пекки тăвать те салатса пĕтерет, çывăх çынни ÿкни пирки хытă сасăпах пĕлтерсе тăрать, хăйĕн юлташĕн куçĕнче кашни туратах асăрхать, сиплет тет те – сурансене чавса уçать. Çавăнпа айăпсăр çын çине вĕчĕрхенсе, тарăхса çÿресрен пит сыхланмалла. Акă мĕншĕн икĕ питлĕх хăрушла пысăк çылăх шутланать.