14 декабря 2011 г.
"Искра" ял хуçалăх кооперативĕ кăçал кашни гектартан вăтамран 25-шер центнер тырă пуçтарса кĕртнĕ, çулталăк çурăлăх выльăх апачĕ хатĕрленĕ. Тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕсене кĕркуннех кондицие лартнă.
Хуçалăх выльăх-чĕрлĕх отрасльне те аталантарать. Продукци туса илессине тата выльăхсен шутне ÿстернĕшĕн кооператива район администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăланă.
Патирексем çулталăка кашни ĕнерен 4 пин килограмм ытла сĕт суса илнипе вĕçлеççĕ. Хуçалăхри малта пыракан ĕçченсем. Сулахайран виççĕмĕшĕ – кооператив председателĕ, Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ М.Х. Хамдеев.