14 декабря 2011 г.
КВН – хаваслă та интереслĕ вăйă. Ăна пурте кăмăллаççĕ. Районта пурăнакансем те КВНа юратаççĕ кăна мар, ăна аталантарма тăрăшаççĕ.
Шел, кăçал КВН вăййисене шкулта вĕренекенсем хушшинче çеç ирттерчĕç. Темшĕн ял поселенийĕсен, предприятисемпе организацисен, учрежденисен командисене сцена çине кăларма тăрăшмарĕç. Тен, ялта пултаруллă та пуçаруллă çамрăксем пĕтнĕ; Çакна та асăнсах хăварас килет: кашни ял поселенийĕнче çамрăксен канашĕ пур. Вĕсем вара культура ĕçченĕсемпе пĕрле конкурса хатĕрленме е хатĕрлеме пултараймаççĕ-ши; Е райадминистрацин вĕрентÿ тата çамрăксен политики пайĕн ĕçченĕсене шкул ачисемпе ĕçлеме çăмăлрах;
"XXI ĕмĕрти çамрăк" ятпа шкул ачисен КВН иртнĕ, пурĕ 7 команда хутшăннă. Пĕрремĕш тапхăрĕнче вĕренекенсем хăйсен видеороликĕсемпе паллаштарнă. Финала, жюри суйланă тăрăх, тăватă команда тухнă: Пăчăрлă Пашьел шкулĕн "Осторожно, кипяток!", Кивĕ Чукалсен "Адреналин", Шăмăршăсен "КвиН" тата Анат Чаткассен "Уездное село – 18 км". Çак командăсем "Эпир – XXI ĕмĕрĕн çамрăкĕсем" визитка, "Новые песни о главном" музыка конкурсĕсем витĕр тухса малти вырăна йышăнассишĕн тупăшнă. Вăйăсем интереслĕ те хаваслă иртнĕ. Анчах Палтиелпе Пуянкасси шкулĕсем темшĕн командăсем тăратайман.
Икĕ тапхăр кăтартăвĕсем тăрăх КВН-2011 çĕнтерÿçи Пăчăрлă Пашьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулĕн "Осторожно, кипяток!" команди пулса тăнă. Финала тухнă командăсене пурне те район администрацийĕн вĕрентÿ тата çамрăксен политики пайĕн Дипломĕпе тата хаклă парнесемпе чысланă.