Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тылри хастарлăхшăн медальпе чысланă

14 декабря 2011 г.

ИРТНĔ ĕмĕрти 30-мĕш çулсенче çуралнă çынсен хаяр вăрçă вăхăтĕнчи тата ун хыççăнхи йывăрлăхсене сахал мар чăтса ирттерме тивнĕ. Палтиелĕнче çуралса ÿснĕ, кайран Шăмăршăра тĕпленнĕ Николай Леонтьевич Викторовăн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ те çăмăлах пулман.

1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче Тăван çĕр-шывра Аслă Отечественнăй вăрçă вучĕ алхасма пуçласан, ялти арçынсем ушкăнăн-ушкăнăн фронта тухса кайма тытăнсан, вĕсен ĕç вырăнĕсене хĕрарăмсемпе ватăсем тата ачасем йышăннă.

– Эпир тантăшсемпе пĕрле вуннă-вуниккĕрех хамăрăн "Красная звезда" колхоз уй-хирĕнче ĕçлеме пуçларăмăр, – каласа парать тыл тата ĕç ветеранĕ Н.Викторов. – Тĕрлĕ культурăсене çум-курăкран тасатса тăрасси, утă типĕтсе пуçтарасси, çурлапа тырă вырасси, кĕлте çыхасси тата ытти те çуллахи каникул кунĕсенче яланхи тивĕç пулнă. Манпа юнашар Юрий Сергеев, Анюта Козлова, Нина Куприяновапа Николай Актемов (иккĕшĕн тăприсем те çăмăл пулччăр) тата ыттисем ĕçлетчĕç.

Кунта çакна та палăртмалла: тылăн пĕчĕк ĕçченĕсем бригадир хушнă ĕçсене яланах тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама тăрăшнă. Выçăллă-тутăллă çÿресен те нăйкăшман. Хăйсем фронтшăн ĕçленине, Аслă Çĕнтерĕве çывхартнине лайăх ăнланнă вĕсем. 1943,1944 çулсенче, килти йывăр условисене пула, Николай Викторов шкула çÿреймен. Çав тапхăрта вăл колхоз ĕçне хастар хутшăннă: вăкăр кÿлсе суха тунă, уй-хире тислĕк тăкнă, утă тата тырă кĕлтисем турттарнă. Жнейкăпа тырă выракан Василий Паймин машинистăн пулăшуçи те пулнă. Хĕлле те ĕç тупăнсах тăнă ачасем валли.

Хĕвеллĕ Çĕнтерÿ хыççăн тăрăшуллă колхозниксене «1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медальпе наградăланă. Çак сумлă наградăна илнĕ ачасен йышĕнче Николай Викторов та пулнă.

1947 çулта Палтиелĕнчи 7 çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухсан мал ĕмĕтлĕ яш Шăмăршăри вăтам шкулта вĕренме пуçланă. 3 çултан, лайăх паллăсемлĕ аттестат илсен, тăван колхозра тĕрлĕ ĕçре вăй хунă. 1952 çулта вăтам пĕлÿллĕ Николай Викторова ял-йыш депутата суйланă. Ăна ял Совечĕн секретарĕ пулма çирĕплетнĕ.

1954 çулта вăл Улатăрти вăрман техникумне вĕренме кĕнĕ. Çав çулах ăна çар ретне илнĕ.

Унта Николай Викторов малтан водителе вĕреннĕ. Кайран ăна сержантсен шкулне вĕренме янă. Водительсен отделенийĕн командирĕ пулма çирĕплетсен Палтиел йĕкĕчĕ автобатальон йышĕнче Казахстанри çĕнĕ çĕрсем çинче те ĕçленĕ. Хăйĕн отделенийĕпе çерем çĕрсем çинче хастар ĕçленĕшĕн, элеватора тырă турттармалли плана чылай ирттерсе тултарнăшăн Николай Викторов сержанта СССР Комсомол Тĕп комитечĕн знакĕпе тата Тав çырăвĕпе чысланă.

Службăра 3 çула яхăн тăрса киле таврăнсан Палтиел çамрăкĕ Улатăрти техникумра малалла вĕреннĕ. 1960 çулта техник-механик дипломне илсен çамрăк специалиста Çĕмĕрлери вăрман хуçалăхне ĕçлеме янă. Унта Николай Леонтьевич вăрман касакансен участокĕнче механикра тăрăшнă.

1961 çулта, Палтиел хĕрĕпе – Таисия Козловапа – пĕр çемьене пĕрлешсен, тăван района – Шăмăршăна ĕçлеме килнĕ. Тĕрлĕ çулсенче Н.Викторов кирпĕч заводĕнче, апат-çимĕç комбинатĕнче – технорук, промышленность комбинатĕнче инженер-механик пулса ĕçленĕ. 1969-1991 çулсенче "Сельхозтехника" пĕрлешÿре двигательсем юсакан пункт начальникĕнче тата инженер-снабженецра вăй хунă. Унтанах тивĕçлĕ канăва кайнă.

Пархатарлă ĕçшĕн Николай Леонтьевича "Ĕç ветеранĕ" медальпе тата Аслă Çĕнтерÿ юбилейĕсен 3 медалĕпе наградăланă.

Мăшăрĕпе, Таисия Георгиевнăпа (питĕ шел, йывăр чире пула 59 çултах пурнăçран уйрăлса кайнă) икĕ хĕр çуратса ÿстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Хĕрĕсем иккĕшĕ те аслă пĕлÿ илнĕ, çемьеллĕ. Асли, Светлана Николаевна, Тутарстанри Зеленодольск хулинче пурăнать, Искусство шкулĕн художество уйрăмĕн преподавателĕнче тăрăшать. Кĕçĕнни, Наталия Николаевна, Шăмăршăрах тĕпленнĕ, район больницин тĕп врачĕн заместителĕнче вăй хурать. Николай Леонтьевичăн – 4 мăнук. Вĕсем сумлă ветерана савăнăç кÿреççĕ, пурнăçра çĕнĕ вăй-хăват парса тăраççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика