14 декабря 2011 г.
ЧР Правительствипе Германири Апат-çимĕç, ял хуçалăх тата потребительсен прависене хÿтĕлекен министерство Чăваш Енри яллă районсене нумай вăхăтлăха аталантарма хатĕрленĕ пĕрлехи проект ĕçлеме пуçлани тăваттăмĕш çул çине кайрĕ.
Тĕллевĕ – ял халăхĕн пурнăç условийĕсене лайăхлатасси, фермерсемпе хуçалăх тытакан уйрăм çынсен тупăшĕсене ÿстересси, сĕт хатĕрлекен организацисем туса хурасси, инвестици хывма илĕртекен производство йĕркелесси. Проекта Пăчăрлă Пашьел ялĕнчи Александр Иванович Сатеев хресчен-фермер хуçалăхĕ (ХФХ) хастар хутшăнать. Хĕрĕх тăваттăра пыраканскер агроном та, зоотехник та, ял хуçалăхĕн урăх специалисчĕ те мар. Дипломĕпе вăл – учитель, физкультурник. Чылай çул район центрĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче тренерта, преподавательте вăй хунă, çитĕнекен ăрăва хăвăрт чупма, инçе сикме, шайба хăвалама, мечĕк тапма хăнăхтарнă. Апла пулин те унăн чунĕ ял хуçалăхĕ еннеллех туртăннă. Ăна тăван ялĕнчи "Аврора" колхоз арканнипе, каярах унăн никĕсĕ çинче йĕркеленнĕ "Баишевская" çĕр ĕç ферми ахрат çырмине "чăмнине" курма йывăр пулнă. Çавăнпа вăл 2009 çулта вĕрентÿ ĕçне пăрахнă та яла таврăннă. Хăйĕн çемйине тата çывăх тăванĕсене тивĕçекен çĕрпе пурлăх уйăрса илсе "Пасна" ХФХ туса хунă, тĕрлĕ культура çитĕнтерме тытăннă.
Ĕç-пуç йĕркеленнине кура ял çыннисем ăна хăйсен лаптăкĕсене пама килĕшнĕ. Халĕ Пăчăрлă Пашьел таврашĕнчи маларах хыт хура пуснă анасенче çулла лапкăшĕпех 1460 гектар тыр-пул хумханать. Александр Иванович юхăннă фермăсене те чĕртсе тăратнă. Ăратлă ĕнесем туянса сăвакан кĕтÿ йĕркеленĕ, сыснасем те ĕрчетет. Сурăхсемпе хурсем те тытма ÿркенмест. Вăлах "Спутник" потребитель кооперативĕ туса хунă: халăхран сĕт пуçтарать, сивĕтсе пысăк фабрикăсене ăсатать.
Ку чухне малалла аталанма, конкуренцие тÿсме çирĕп пĕлÿ кирлĕ. Вĕренни çăкăр ыйтмасть: ваттисем калашле – хăй тăрантарать. Германире фермерсем кашни ĕнерен çулталăкра 15 пин килограма яхăн сĕт сăваççĕ.
Выльăхĕ пирĕнни пек хура-шурă тĕслиех. Эпир вара нимĕçсен виççĕмĕш пайне те çитейместпĕр. Çавăнпа та малта пыракан опыта тĕпчемелле, тухăçлă та тупăшлă ĕçлеме хăнăхмалла. Çак тĕллевпе проект ертÿçи Гуидо Яношек хăйĕн ĕçтешĕсемпе Шăмăршă тăрăхне тăтăш килет. Экспертсемпе чиновниксем, паллă ăсчахсемпе практиксем вырăнта семинарсем ирттереççĕ, презентацисем йĕркелеççĕ, сĕнÿсем параççĕ. Иртнĕ занятие Германири Хресченсен союзĕн пуçлăхĕпе Саксони çĕрĕн мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетекенсен асоциацийĕн ертÿçи те хутшăннă. Чикĕ леш енче рационта витаминсем, минераллă тĕрлĕ хутăш тĕп вырăн йышăнаççĕ. Апата сăра туса кăларнă çĕрти каяша хушаççĕ. Унта шĕвĕ протеин хисепĕ пысăк, вар-хырăмра апата лайăх ирĕлтерет, сĕт пахалăхне ÿстерет. Упранă чухне ятарлă технологие пăхăнмалла, унсăрăн шар курăн. Иртнĕ хĕл Шăмăршăсем Чĕмпĕрпе Шупашкарти сăра завочĕсенче ахалех сая каякан çимĕçе чылай турттарчĕç, апата самай перекетлерĕç.
Аякран хăнасем килсен Пăчăрлă Пашьеле районти мĕн пур ял хуçалăх предприятийĕн ертÿçисем, ял хуçалăхĕсем, специалистсем, фермерсем пуçтарăнаççĕ. Делегацисем кÿршĕ районсенчен те килеççĕ, çĕнĕлĕхсене алла илеççĕ.
Проект килес çул малалла тăсăлать. Шăмăршă Германири ĕçтешĕсене йышăнма яланах хапăл.