14 декабря 2011 г.
Эпĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренетĕп. Ялта пурăннă чухне тин çеç сунă ăшă сĕте юратса ĕçеттĕм. Унсăр Шупашкарта та пурăнаймастăп. Укçа хĕсĕкрен хăш чухне сĕтпе, батонпа кун каçатăп. Тантăшсем:»Вĕретмесĕр ан ĕç, сиенлĕ», – теççĕ. Тĕрĕсех калаççĕ-ши?
Оля С.
Килти ĕнене лайăх пĕлнĕрен, харпăр хăй хатĕрленĕ апатпа тăрантарнăран сĕчĕпе вĕретмесĕр те усă курма юрать. Вăл сывлăхшăн сиплĕ пулнăран асаннесем пĕчĕк ачасене ĕçтерме юратнине пурте пĕлетпĕр. Лавккаран туяннине вара вĕретмеллех. Вăл темиçе ĕнерен пуçтарăнать. Выльăха мĕнле условире туса илнĕ апатпа усранине пĕлместпĕр вĕт. Ял хуçалăхĕнче çум курăкпа кĕрешме пестицидпа, фунгицидпа анлă усă курнăран сĕте чирлеттерекен микробсем – токсинсем – лекме пултараççĕ. Вĕсем çын организмне хавшатаççĕ.
Токсин çимĕçе чирлĕ ĕнерен тата тирпейсĕр сунăран, упранă, турттарнă чухне тасамарлăхпа тĕл пулнăран куçас хăрушлăх пур. Çавăнпа фермăра оборудование, савăт-сапана куллен тата лайăх çуса тасатма сĕнеççĕ. Апла пулин те санитарипе гигиена правилисене яланах çирĕп пăхăнаççĕ тетĕр-и;
Кинемейсем 1,5-2 литрлă пластик савăтпа сутма кăмăллаççĕ. Шăмăршăра нумай тĕл пулатăн вĕсене. Ялтан килнĕ сутуçă савăта ăçта тупнă-пуçтарнă, ăна йĕркеллех çуса тасатнă-ши, сĕчĕ хăйсен ĕнинчен-и е çынсенчен пуçтарнă-и, сунă хыççăнах сивĕтнĕ-и, ăçта тата мĕн вăхăт упранă, ĕни сывă-и... – эпир нимĕн те пĕлместпĕр.
Кашни сутуçăнах ветеринар сутма ирĕк панă документ пулмалла.