Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăнкăр-шăнкăр юхтăр тăрă шыв...

14 декабря 2011 г.

ШĂРĂХА пула пĕлтĕр пусăсем, çăл куçсем типрĕç: пин-пин çын ĕçмелли шывсăр юлчĕ. Çĕр айĕнчен уçласа тултаракан башньăсемпе насуссем кивĕ, вĕсен хăвачĕ çителĕксĕр, пăрăхсем çĕрĕшнĕ, шыв пахалăхĕ начар. Патшалăх тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен умĕнче – çивĕч вун-вун ыйту. "Чăваш Республикинче пурăнакансене ĕçмелли паха шывпа тивĕçтересси" тĕллевлĕ программа мĕнле пурнăçланать-ха; Чăваш Республикин хула тăвас ĕç тата общество инфратытăмĕн министрĕ А.Н. ГОНЧАРОВ хуравлать.

– Ăна 2005 çулта йышăннă, 2020 çулччен пурнăçа кĕртмелле, – терĕ Александр Николаевич. – Унпа килĕшÿллĕн пĕр тĕлтен пăрăхпа ĕçмелли шыв парса тăмалли хатĕрпе ял-хулан – 76,9 процентне, халĕччен пусă, çăл куç чавман е башня вырнаçтарман ялсемпе поселоксене (урамсене) пурне те шывпа тивĕçтермелле.

2005-2009 çулсенче 62 ял ыйтăвне татса панă, программăна пурнăçлама республика бюджетĕнчен 1,7 миллиард тенкĕ уйăрнă. Иртнĕ çул Патăрьелĕнче çĕр айĕнчен (минераллăрах сийрен) уçлакан объект хута кайрĕ. Кунта тĕрлĕ тасату технологине ĕçе кĕртнĕ. Шыв ультрафильтраци, микрофильтраци витĕр тухать. "Дефферит-1600" станци тимĕр хутăшне пĕтерет. Проект 78,5 миллион тенке ларчĕ. Шăмăршăсем те çĕр айĕнчен уçлаççĕ. Вĕсем валли çавнашкал комплекс тума 47 миллион тенкĕ кайрĕ. Ытларах кирлĕ пулмарĕ, мĕншĕн тесен шывра Патăрьелĕнчи пек – сывлăхшăн сиенлĕ хими элеменчĕсем тупса палăртман. Çавăнпа вĕсене пĕтермелли тивĕçлĕ аппаратура вырнаçтарман. Йĕпреçри, Кирери, Вăрнарпа Шăмăршă районĕсенчи пĕчĕк юхан шывсене пÿлсе 4 управ (водохранилище) турăмăр.

Йĕпреçрине 2008 çулта хута янă. Унпа Буинскпа Йĕпреçсем усă кураççĕ. Шыв уçлакан станци халĕччен пĕрре те çĕмĕрĕлмен. Пĕлтĕр ун пекки Улатăр районĕнчи Кирере ĕçлеме тытăнчĕ. Иккĕшĕнче те шыва тĕплĕн тасатакан çĕнĕ технологи (тĕрлĕ фильтраци тата ыт.те). Аппаратурăна автоматизациленĕ. Тасатмалли хими шĕвекне çеç çын хушать.

2008 çулта Шăмăршă, Патăрьел районĕсене тата Комсомольски районĕн кăнтăр енчи ялĕсене пăрăхпа çыхăнтаракан управ тума пуçларăмăр. 62 пин çын валли. 300 çухрăм ытла пăрăх хумалла. Управа хута ятăмăр. Кăçал ун çумĕнче тасату комплексĕ çĕкленчĕ. 35 километр пăрăх тăснă. 2014 çулта управ шывĕ Патăрьел, Шăмăршă, Комсомольски районĕсенчи 84 яла çитĕ, строительство 2017 çулта вĕçленĕ.

– 2010 çулта чылай çĕрте таса мар шывпа апат пĕçерме тивнĕ – санэпидемслужба ăна пахалас тĕллевпе тĕрĕслевсем йĕркелемерĕ. Лару-тăру çăмăл мар.

– Çапла. Çулла çумăр вăтам нормăран сахал мар çунă çулсенче ĕçмелли шыв ыйтăвĕ çивĕч мар. Пăшăрхантараканни – пахалăхĕ тивĕçтерменни. 2005-2006 çулсенче ял-хулара гидрохими тĕрĕслевĕ ирттернĕ: республикăра бор нормăран – 3-5 хут, хăш-пĕр çĕрте лити, фтор, стронци, кремни, марганец, йод, бари элеменчĕсем çырлахтаракан чи пысăк çăралăхран ытларах иккенне палăртнă. Пур çĕрте те тимĕр тата тăвар çăралăхĕ кирлинчен пысăкрах. Шыва бортан тата литирен тасатасси – хаклă ĕç. Вĕсене уйăрнă хыççăн этеме сиен кÿмен çĕре яланлăхах чавса чикмелли вырăнта тумалла.

Тĕпчевçĕсемпе экспертсем водохранилищĕсене юхакан шывра тимĕр, марганец, аммони азочĕ, химин ытти элементне тупнă. Тĕсĕ тарăн пусăри е çăл куçри пек çутă мар, тĕксĕм, çумăр чухне – пăтранчăк. Управсене этем те варалать. Çапах та нумай сÿтсе явнă, ăсчахсене итленĕ хыççăн çак шухăш патне тухрăмăр: юхан шывсенче сывлăхшăн сиенлĕ япаласем нормăран ытларах пухăннине пăхмасăр управсемпе тата çĕнĕ технологипе çеç республикăн кăнтăрти тата варринчи районĕсене ĕçмелли паха шывпа туллин тивĕçтерме пулĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика