14 декабря 2011 г.
ХĔЛ кăçал систермесĕр тенĕ пек ир ларчĕ – юлашки çулсенче çакнашкалли пулманччĕ. Çавна май çакă чĕр чунсен тĕнчи умĕнче те йывăрлăхсем кăларса тăратрĕ: апат тупма çăмăл мар, уйрăмах – вĕçен кайăксене. Килти выльăх-чĕрлĕхпе кайăк-кĕшĕкшĕн хуçисем малтанах тăрăшнă, апат хатĕрлесе хунă пулсан, ыттисен мĕн кĕтмелле тет; Пирĕн пулăшмалла вĕсене, хĕл сиввисенче вĕсемшĕн тăрăшмалла. Çакна тума нумаях та кирлĕ мар вĕт: кайăксемшĕн сырăшсем туса çакни – питĕ пысăк çăлăнăç. Кашни килтех кĕрпе, çăкăр тĕпренчĕкĕ тупăнатех. Хĕвел çаврăнăш вăррине те туянма май пур.
Пирĕн тăрăхра темиçе тĕрлĕ вĕçен кайăк хĕл каçма юлать, пиртен пулăшу ыйтать. Вĕсемшĕн эпир куллен çиекен апат-çимĕç те юрăхлă. Анчах çакăн çинчен те манмалла мар: кăсăясемшĕн тăварланă сало, какай, çу сиенлĕ. Вĕсене ытлашши йÿçĕхлĕ апат та пама юрамасть.
Кайăксем валли сырăшсем хатĕрлеме килти ансат хатĕрсем те юрăхлă: хут коробкăсем, пластик бутылкăсемпе пакетсем. Сырăшсене йытăсемпе кушаксем çитекен вырăнсенчен çÿллĕрех вырăнсенче çакни лайăх. Чи кирли - вĕсенче апат яланах пултăр.
Тĕпчевçĕсем шута илнĕ тăрăх, кайăксенчен чылайăшĕ сивĕпе мар, выçăпа вилет. Çак сăлтавпах вунă кăсăяран тăххăрăшĕ çуркуннеччен пурăнса çитеймест. Пирĕншĕн мĕн чухлĕ усă тунă пулĕччĕç вĕсем малашне; Эппин, çакна асрах тытасчĕ, çунатлă тусăмăрсене йывăр тапхăрта пăрахас марччĕ.
Вĕçен кайăксене пулăшас ĕçе явăçтарас тĕлĕшпе "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕ те пысăк ĕç тăвать, çак тĕллевпех кашни çулах ятарлă акцисем йĕркелет, нумай-нумай мероприяти ирттерет. Ку тĕлĕшпе парк çумĕнчи шкул ачисен – çут çанталăкăн çамрăк тусĕсен "Экоцвет" пĕрлешĕвне те лайăхпа палăртмалла. Сăмах май, вĕсем кăçал та çак темăпах плакатсемпе ÿкерчĕксен куравне йĕркеленĕ, унпа кашниех паллашма пултарать.