14 декабря 2011 г.
Экологи, çут çанталăка сыхлас ыйтусем яланах тĕп вырăнта пулнă, халĕ те çаплах. Чăваш Республикин Президенчĕ М.В. Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура та çак тема пăрăнса юлман.
– Чăннипех çапла: эпир пурăнакан вырăн – экологи, çут çанталăк. Çак пĕрлĕх мĕнле пуласси йăлтах хамăртан килет, – терĕ калаçу пуçламăшĕнчех район администрацийĕн эколог-специалисчĕ В.Давыдов. – Çакăншăн вара хамăрăн тăрăшма тивет.
– Виталий Борисович, ку тĕлĕшпе кăçал алă усса ларманни куç кĕретех.
– Нимĕн тума аптăранă çын çеç кĕрĕк арки йăвалать. Кăçал кăна районта пилĕк пине яхăн йывăç-тĕм лартрăмăр, Шăмăршăри А.Николаев летчик-космонавт ячĕллĕ аллейăна çĕнетрĕмĕр. Ипподром та илемленсех пырать. "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕ пăхса-тирпейлесе тăракан культурăпа кану паркĕ те илĕртÿллĕ вырăн пулса тăчĕ. Урамсенче чечексен клумбисем сахал-и тата;
– Чăнах та, ку лайăх тейĕпĕр...
– Никам та мĕн лартни-акнипех çырлахасшăн мар - куллен тăрăшма тивет. Анчах йывăç лартнипе чечексем ÿстерни çеç экологи лару-тăрăвĕ лайăхланса пынине пĕлтермест. Ялсенче, Шăмăршăра та выльăхсене ирĕке кăларса янă тĕслĕхсем йышлă. Вĕсем газонсене, лартнă хунавсене пысăк сиен кÿреççĕ, çынсем çÿрекен çĕртех "ырлăх" кăларса хăварса кăмăла пăсаççĕ.
– Паллах, тирпейсĕрлĕхре никамăн та пурăнас килмест...
– Эпир те çаплах шутлатпăр. Çак тĕллевпе ял поселенийĕсен администрацийĕсен, шалти ĕçсен пайĕн ĕçченĕсемпе тăтăшах ятарлă рейдсем ирттеретпĕр, экологие, çут-çанталăка пăснă чылай тĕслĕх тупса палăртатпăр. Кăçал кăна, рейдсем вăхăтĕнче, çакнашкал 96 факт палăрчĕ.
– Килти çÿп-çапа урама кăларма хушман ваттисем...
– Ик çĕр проценчĕпех килĕшетĕп. Анчах та ун пек мар-çке! Халĕ çÿп-çап пăрахмалли ятарлă контейнерсем пулин те, çынсем вĕсене асăрхамăш пулаççĕ. Хĕлле, юр çунă май çакă курăнмасть пек, çуркунне вара; Çакăн пирки те çынсене аса илтерсех тăратпăр, çитменлĕхсене пĕтерессишĕн тăрăшатпăр.
Кăçал кăна пĕрлехи вăйпа ялсенчи саккунсăр çÿп-çап тăкмалли ултă вырăна пĕтерме май килчĕ. Халĕ Шăмăршăри свалкăра та çирĕп йĕрке тунă, ăна çĕнĕ вырăна куçармалли проект та хатĕр.
– Виталий Борисович, ялсем, вĕсен урамĕсемпе çывăхри йĕри-тавралăх куç умĕнче-ха.
– Кунта медалĕн тÿнтер енĕ пуррине те манмалла мар. Çырма-çатра таврашĕнче, çулсен хĕррисенче мĕн кăна çук! Вĕсенче йĕрке тăвас тĕлĕшпе те сахал мар ĕçлетпĕр, вуншар субботник-воскресник йĕркелетпĕр. Вĕсене шкул ачисем йышлă, хаваспах хутшăнни савăнтарать. Шăмăршă лесничестви, "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕн ĕçченĕсемпе вăрмансенчи тасалăхпа тирпейлĕхе асăрхасах тăратпăр.
Çут çанталăка, тăван тавралăха упрас тĕлĕшпе районти шкулсемпе те тачă çыхăнса ĕçлетпĕр, çынсемпе ăнлантару ĕçне туса пыратпăр.
– Темшĕн "эрози" сăмах аса килчĕ...
– Ку ыйту паян та çивĕч тенĕ пулăттăм. Ĕлĕкрех, эпĕ ас тăвасса, колхозсемпе совхозсенче эрозие хирĕç кĕрешекен ятарлă звеносем пурччĕ. Халĕ вĕсене аса илмелли çеç юлать. Çавах та районта эрозие хирĕç кĕрешместпĕр теме çук. Кашни çулах ишĕлекен çырма-çатра таврашĕсене йывăç-тĕмсем лартатпăр, çатан пĕве тăвакансем те пур. Кунсăр пуçне кăçал Анат Чаткасра, Васанта, Çĕнĕ тата Кивĕ Чукалсенче пилĕк çăл куçа йĕркене кĕртрĕмĕр.