14 декабря 2011 г.
(Отставкăри милици майорĕн аса-илĕвĕнчен)
Районти пĕр колхоз ферминче вăй хуракан телятница ирхине ĕçе килнĕ те пĕççине шарт! çапнă. Ĕнер каçхине витере чип-чиперех тăнă пĕчĕк пăру таçта "пăсланнă". (Ку пăтăрмах хĕл кунĕсенче пулса иртнĕ).
Çамрăк пăру çухални пирки телятница ферма заведующине пĕлтернĕ, лешĕ тÿрех милицие евитленĕ. Паллах, çак информаци ман патăма та çитрĕ. (Ун чухне эпĕ милицин участковăй инспекторĕнче ĕçлеттĕм).
Районти шалти ĕçсен пайĕнчен оперативлă шырав ушкăнĕ автомашинăпа кĕске вăхăтрах çитрĕ. Тÿрех шырав ĕçне пуçăнтăмăр. Паллах, чи малтанах ферма таврашне тĕплĕн тĕпчесе тишкерме пуçларăмăр. Çĕрĕпе пĕр шит хулăнăш юр çунă май, нимле йĕр таврашне те асăрхамарăмăр. Шăпах юр çунипе усă курма шутланă пулнă та ĕнтĕ "кукăр алăллă" çын.
Эпĕ, ял таврашне темиçе çул хушшинче лайăх пĕлсе çитнĕскер, ферма çывăхĕпе иртекен юхан шыв патнелле ертсе кайрăм оперативлă шырав ушкăнне. Çыран хĕррине тĕплĕн пăхса-сăнаса çур çухрăм патнеллех танкăшрăмăр. Нимле йĕр таврашĕ те çук! Тепĕр 50-60 метр кайрăмăр-и – тĕл-тĕл такам ваннăй туртса кайни палăрма пуçларĕ. Кăшт утсан çак йĕр уççăнах курăнчĕ – юр çума чарăннă пулнă-мĕн. (Кукăр алăллă" çын çакна сисмен пулнă ĕнтĕ). Ваннăй йĕрĕ пире çывăхри урамри пĕччен пурăнакан карчăк çурчĕ патнелле илсе пычĕ. Хапха алăкне тĕксе пăхрăмăр та – уçах иккен: мĕнрен хăрамалла, çĕрĕпех юр çунă-çке!
Хăйсем патне тул çутăлнă-çутăлман милиционерсем кĕрсе тăнине курсан, вăтам çулсенчи арçын, ферма хуралçинче ĕçлекенскер, çăварĕ патне илсе пынă ханша черккине каялла лартса хучĕ... (Пăрăва пĕр четвĕрт ханшалла улăштарма калаçса татăлнă пулнă-мĕн карчăкпа).
Иртнĕ ĕмĕрти 80-мĕш çулсенче патшалăх пурлăхне хапсăнакансем условнăй срокпа кăна хăтăлаймастчĕç. Ферма хуралçи, пурлăха сыхлама çирĕплетнĕскер, хăй вăрланă тата. Арçынна 3 çуллăха пĕтĕмĕшле режимлă колоние ăсатрĕç. Хура ĕçе тунă чухне юр çуни пулăшаймарĕ ăна.