10 декабря 2011 г.
"Суйлав – "политика уйĕнчи" тĕп пулăм" тенипе никам та тавлашмасть пуль. Çавна май Михаил Игнатьев Президент вырсарни кунхи сасăлав хыççăн вăраха ямасăр журналистсемпе курнăçса суйлава пĕтĕмлетес, хăйĕн шухăшĕсемпе паллаштарас тени пĕртте кĕтменлĕх мар. Декабрĕн 7-мĕшĕнче иртнĕ тĕл пулăва республика пуçлăхĕпе пĕрле Чăваш Енĕн "кивĕ" парламенчĕн спикерĕ Михаил Михайловский те хутшăнчĕ.
Хăйĕн сăмахне Президент "суйлава кайнă, çапла майпа хăйсен гражданин тивĕçне пурнăçланă суйлавçăсене" тав тунинчен пуçларĕ. "Юлашки çулсенче республикăн нумай йывăрлăха çĕнтерме тиврĕ. Финанспа экономика кризисĕ, çуллахи шăрăх, вăрмансенчи пушарсем, ăнман тыр-пул, апат-çимĕç хакĕсем ÿсни... Çынсем çав йывăрлăхсене пăхмасăр сассисене хăйсем шанакан политика вăйне пани – юлашки çулсенче республикăра тата çĕр-шывра тытса пыракан тивĕçлĕ политика кăтартăвĕ, – терĕ Михаил Васильевич. – Суйлав – граждансем социаллă пурнăç енĕпе хăйсене мĕнле туйнин кăтартăвĕ, çынсен кăмăл-туйăмне сăнлакан хăйне евĕрлĕ лакмус хучĕ пулса тăчĕ".
Сасăлав кăтартăвĕсем çинче Михаил Васильевич тĕплĕ чарăнса тăчĕ. РФ Патшалăх Думинче тата ЧР Патшалăх Канашĕнче тăватă парти фракцийĕсем йĕркеленĕç – "Единая Россия", РФКП, "Тĕрĕслĕхшĕн тăракан Раççей" тата РЛДП, Чăваш Ен парламентĕнче "Единая Российăн" 33 депутат пулать, коммунистсен – 4, "Тĕрĕслĕхшĕн тăракан Раççейĕн" – 5, либерал-демократсен – 2.
Дума депутачĕсен суйлавне Раççейĕпе суйлавçăсен 60,2: хутшăннă. Чăваш Енре – 61,5:. Çав вăхăтрах 2006 çулхи федераципе республика шайĕнчи суйлавсене пĕрлештернĕ тĕслĕхпе танлаштарсан (ун чух 43,7: пулнă) ку хутĕнче граждансем чылай активлăрах пулни куç кĕрет. Чи хастаррисем – Тăвайсем, вĕсен районĕнче асăннă кăтарту 91,2: яхăнах. Куншăн Президент асăннă района пайăррăн тав турĕ, вырăнти хаçат редакторĕн ыйтăвне хуравланă май Тăвайсене çĕнĕ производствăсем уçма тĕрев парса хăй енчен пулăшма шантарчĕ. Хуласенче – Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта, Улатăрта, Çĕмĕрлере, Канашра – суйлавçăсем хастарлăхпа палăрнă тееймĕн, 53-57: çеç хутшăннă. Пĕтĕмĕшле илсен вара хайхи процентсемпе эпир Атăлçи округĕнче 7-мĕш вырăнта, Раççейре – 44-мĕшĕнче.
Хăй парти списокĕсенче малта пулнине кура, паллах, Михаил Васильевич "Единая Россия" кăтартăвĕсем çине пусăм турĕ. Сасăлав пĕтĕмлетĕвĕсем ăна кăмăлсăрлантарнăн туйăнмарĕ. "Упасемшĕн" Чăваш Енри районсенче уйрăмах нумайăн сасăланă: Шăмăршăсем – 70,4, Тăвайсем – 67,36, Патăрьелсем – 64,99:. Чи япăх кăтартусем – 30,65: пухнă Çĕнĕ Шупашкарсен, 33,21: çырлахнă Шупашкарсен тата 41,51: танлашнă Канашсен. "Ертсе пыракан парти хăйĕн позицийĕсене çирĕплетни куç кĕрет, – терĕ Президент. – Чи кирли – эпир политика кĕрешĕвне тÿрĕ кăмăлпа тытса пытăмăр. Халăха тĕрĕссине каларăмăр, çав вăхăтрах уйрăм партисем таса мар технологисемпе усă курчĕç, уйрăм хаçатсем халăх патне тĕрĕс мар информаци илсе çитерчĕç..."
Çитес эрнере пиллĕкмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн пĕрремĕш сессийĕ пулать. Çавна май Михаил Васильевич парламент суйлавĕн кăтартăвĕсене тĕплĕн тишкересси пирки асăрхаттарчĕ: "Çакна влаçăн мĕн пур шайри органĕн тумалла. Эпир тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем тăвăпăр. Иккĕленместĕп: влаçăн, должноçри çынсен суйлавçăсем суйлав кампанийĕн тапхăрĕнче çĕкленĕ çивĕч ыйтусене шута илмелле. Чи малтанах – çынсене вырăнсенче пăшăрхантаракан ыйтусене: шалу, стипендисене, пенсисене пысăклатасси, шкулсене, больницăсене тивĕçтерессине лайăхлатасси, çулсемпе нумай хваттерлĕ çуртсене юсасси, ЖКХри пулăшу ĕçĕсен пахалăхне çĕклесси".
Суйлавсем каяççĕ те... килеççĕ. Кĕçех акă Раççей Президенчĕн суйлавĕ те çитĕ. Меллĕ самантпа усă курса журналистсем Президентран ун пирки те ыйтрĕç. "Тепĕр суйлав çывхарать. Çынсене пирĕн тĕрĕслĕхе курма вĕрентмелле. Хама илес тĕк эпĕ "Единая Россия" съезчĕн делегачĕ пулнă май унта Владимир Владимирович Путин кандидатуришĕн алă çĕклерĕм. Уншăн çине тăрса ĕçлĕп. Патшалăх Думин депутачĕсен суйлавĕпе танлаштарсан ку хутĕнче пирĕн лайăхрах ĕçлемелле", – терĕ Михаил Игнатьев.