10 декабря 2011 г.
ЯЛ-ЯЛ тăрăх çÿренĕ чух хăш-пĕр çынсем кăмăлсăррăн калаçнине тăтăшах илтетĕн. Е кĕпер юхăнни тарăхтарать вĕсене, е урамри, е çырма хĕрринчи тирпейсĕрлĕх, е ирĕкри выльăхсем йывăçсене кăшласа хăртни... Пурин те пĕр шухăш: айăпли – ял поселенийĕн пуçлăхĕ е унта ĕçлекенсем.
– Йывăçсене карта тытса пÿлме май пулнă вĕт-ха, – тетĕп çут çанталăкăн "чăн-чăн тусне"
– Камăн, манăн пÿлмелле-и; – сассине хăпартрĕ "тĕрĕслĕхшĕн çунакан". – Укçа парсан – ĕçлетĕп, бесплатнă ĕçлеме ухмах мар.
Пĕр ялта (ятне асăнмастăп ĕнтĕ) хур-кăвакал валли пĕве çукки çинчен пĕлтерчĕç. Эпĕ вĕсене Карапай Шăмăршăра пурăнакан сакăр вуннăри ватă çын хăйĕн пенси укçипе кÿлĕ чавтарни çинчен пĕлтертĕм. Ял çыннисем те (камăн техника пуррисем) пулăшнă.
– Пирĕн укçа çук, – хăйсен вăйĕпе ырă ĕç тума килĕшмерĕç шывсăр тертленекенсем. – Ял поселенийĕн тăрăшмалла, ку – унăн ĕçĕ.
Хирĕçлеместĕп: пĕве пĕвелеме, кĕпер тума, урама тирпей-илем кĕртме ял поселенийĕн тăрăшмаллах. Анчах унăн та укçи çук вĕт-ха. Кĕпер ишĕлнине, çырмари шыв типнине курса тăрса ял халăхĕ мĕншĕн ним те тумасть; Халĕ килти хуçалăхра техника пуррисем те, лашаллисем те чылай, пĕрлехи вăйпа темле ырă ĕç те тума пулать.
Депутатсем вара; Вĕсене ĕлĕк те укçа тÿлемен, анчах суйлавçăсен наказĕсене пурнăçлас тесе тăрăшмасăр ларман. Хальхи депутатсем (паллах, пурте мар) пуçарулăх кăтартни, тăван ялшăн тăрăшни сисĕнсех каймасть çав.
Вĕсемсĕр пуçне хут çинче ял старостисем те шутланса тăраççĕ. Çанă тавăрса ĕçлекенсем ытла та сахал. Каллех укçа тÿлессе кĕтеççĕ пулмалла. Тăван ял, çырма хĕрри, çул таврашĕ çÿп-çап ăшне путни, хĕлле урамри юра тасатманни, Аслă Çĕнтерÿ паттăрĕсене асăнса лартнă палăк йĕри-таврашĕнче вĕлтĕренпе пиçен çеç ашкăрса ÿсни нивушлĕ чĕрене ыраттармасть-ши;