10 декабря 2011 г.
МАНĂН кукаçее Александр Петрович Борисов тесе чĕнеççĕ. Вăл хамăр районти Асанкасси ялĕнче çуралнă. Ашшĕ хаяр вăрçăра пуçне хунă хыççăн амăшĕпе Анфиса Петровнапа Палтиелне куçса килнĕ.
Кукаçейĕн пурнăçĕ çăмăл килмен. Вăл ялта 7 класс пĕтернĕ. Мĕн пĕчĕкренех ĕçе хăнăхса ÿснĕ. Виçĕ çул салтакра пулнă хыççăн Шăмăршăри кирпĕч заводĕнче ĕçлеме пуçланă, унта вăл 18 çул хушши тăрăшнă. Каярах тăван Уруков ячĕллĕ колхозра вăй хума тытăннă. Тивĕçлĕ канăва тухичченех тракторпа ака-суха тунă. Пĕрре çеç мар вăл "Ака чемпионĕ" ята тивĕçнĕ, ăна нумай хутчен Хисеп грамотипе наградăланă.
Паянхи кун та кукаçей алă усса лармасть. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усрать: ĕне, виçĕ сурăх, хур-кăвакал, цесаркăсем, чăх-чĕп. Кукамая та – Нина Егоровнăна – пур ĕçре те пулăшса пырать. Мана та ĕçе хăнăхтарать.