10 декабря 2011 г.
МАНĂН кукамай – Галина Васильевна Соболева – Патăрьел районĕнчи Шăхачра çуралнă. Палтиел ялне Василий Николаевича качча килнĕ. Пĕрле вĕсем 39 çул килĕштерсе, пĕр-пĕрне пулăшса пурăннă. Шел, кăçал кукаçей çут тĕнчерен уйрăлса кайрĕ.
Кукамайăм "Ленинская искра" хуçалăхра вăй хунă, пĕр ĕçрен те пăрăнса юлман. Вăл уй-хирте çум çумланă, йĕтем çинче тырă сăвăрнă... Унăн ачисемпе йăпанса ларма вăхăчĕ юлман. Çавăнпах пулĕ вăл пире – мăнукĕсене – чунтан савать, çупăрласа ачашлать. Паллах, эпир те ăна чун-чĕререн юрататпăр, яланах пулăшма тăрăшатпăр.