10 декабря 2011 г.
АНАТ ЧАТКАСРИ тĕп шкулта вĕренекенсем валли тĕрлĕрен мероприятисем ирттерсех тăраççĕ. Акă пуçламăш классенчи ачасен предмет эрни пулчĕ. Ăмăртусемпе конкурссене шăпăрлансем тăрăшсах хатĕрленчĕç. "Хаваслă стартсем", "Пĕчĕккисем ÿкереççĕ", "Хаваслă математиксен клубĕ", "Вырăс чĕлхи" конкурссенче вĕсем хăйсен пуçарулăхĕпе ăсталăхне кăтартрĕç. Ачасен юратнă çыравçине К.Чуковские халалланă мероприяти те лайăх иртрĕ.
Конкурссене хастар хутшăнакансем Г.Порфирьев, С.Синелев, Г.Петрова (4 класра вĕренекенсем), Д.Степанов, А.Козлов (3 классем), И.Николаев (2 классем), К. Степанов, Е.Ильин А.Тяпушов, В.Ефремов (1 классем) пулчĕç.