10 декабря 2011 г.
"Эпир тата сывă пурнăç йĕрки" ятпа Шăмăршă шкулĕнчи пуçламăш классенче вĕренекенсем хушшинче юмахсен конкурсĕ иртнĕ. Ачасем хăйсен пултарулăхне "Виçĕ сысна çури", "Çарăк", "Айболит тухтăр" "Привычки" юмахсенче сăнласа панă. Шăпах çак конкурсра кĕçĕннисем сывлăх çыншăн чи кирлĕ тупра пулнине туйса илнĕ.
Çĕнтерÿçĕ классене пурне те Грамотăсемпе чысланă.
Кунта çакнашкал мероприятисемпе конкурссем малашне те ирттерсе ачасен тавракурăмне анлăлатĕç.