17 декабря 2011 г.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн В.Фадеев парнисене çĕнсе илессишĕн Анат Чаткасра ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен районти турнирĕ иртнĕ. Хамăр район кĕрешÿçисемсĕр пуçне кавир çине Шупашкар, Канаш, Патăрьел тата Ульяновск облаçĕнчи кĕрешÿçĕсем тухнă.
Ăмăртăва хутшăнакансене ăнăçупа çĕнтерÿ сунса ЧР физкультурăпа спорт тата туризм министрĕн çумĕ А.Яковлев, ачасемпе çамрăксен олимп резервлă 5 номерлĕ спорт шкулĕн вĕрентÿ уйрăмĕн ертÿçи И.Фомин, çак шкулти тренер-преподаватель И.Исаев, самбо енĕпе тĕнче класлă, джиу-джитсу алă вĕççĕн çапăçассипе спорт мастерĕ, Мускаври çар искусствин шкулĕн президенчĕ О. Захаров, Шоу рекордсен рекордсменĕ С.Малдобаев, Нагаткинăри ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен аслă тренерĕ Б.Чернов ăшă сăмахсем каланă. Килнĕ хăнасемпе кĕрешÿçĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В. Петьков тав тунă.
26 килограмлă виçене çитичченхи виçере Петр Кирилловпа (Чукал) Александр Хрисанов (Анат Чаткас) – виççĕмĕш, 30 килограмлă виçене çитичченхи виçере (1998-2000 çулсенче çуралнисем) Максим Майоров (Анат Чаткас) – иккĕмĕш, 30 килограмлă виçене çитичченхи виçере (2001 çулта çуралнисем) Петр Еремеев (Анат Чаткас) – виççĕмĕш, 32 килограма çитичченхи виçере (1998-2000 çулсенче çуралнисем) Алексей Викторов, Антон Муравьев (иккĕшĕ те Анат Чаткас) – пĕрремĕшпе иккĕмĕш, 32 килограма çитичченхи виçере (2001 çулта çуралнисем) Дмитрий Нянин (Анат Чаткас) – виççĕмĕш, 35 килограма çитичченхи виçере Артем Борзовпа (Пăчăрлă Пашьел) Николай Нянин (Анат Чаткас) – виççĕмĕш, 42 килограма çитичченхи виçере Антон Майоров (Анат Чаткас) – виççĕмĕш, 54 килограма çитичченхи виçере Дмитрий Микушин (Чукал) – виççĕмĕш, 63 килограма çитичченхи виçере Анатолий Морозов (Анат Чаткас) – виççĕмĕш, 76 килограма çитичченхи виçере Алексей Малеев (Чукал) – иккĕмĕш, Алексей Юнкеров (Анат Чаткас) виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. (Асăрхаттарни: ытти малти вырăнсене йышăннă кĕрешÿçĕсем хăнасем пулнăран, вĕсене асăнмарăмăр).
Çĕнтерÿçĕсене медальсем, Грамотăсем, хаклă парнесем парса чысланă.
Çак турнира хатĕрлесе ирттерме Анат Чаткас çыннисем Олег Еремеев, Петр Майоров, Иван Майоров, Александр Нянин, Александр Самсонов спонсор пулăшăвĕ панă. Вĕсемех çулталăк каялла Анат Чаткас шкулне кĕрешÿçĕсем валли кавир парнеленĕччĕ.