17 декабря 2011 г.
Пăчăрлă Пашьелĕнчи Геннадий Ф. малтан та суд сакки çине ларнă пулнă ĕнтĕ. Анчах та вăл тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿ туман, саккунпа килĕшÿллĕ пурăнма шутламан.
Акă кăçалхи августăн 31-мĕшĕнче вăл пĕр сăлтавсăрах хăйĕн арăмĕпе хирĕçме тытăннă, кайран ăна чăмăрĕпе питĕнчен ик-виçĕ хутчен кĕрĕслеттернĕ.
Сентябрĕн 6-мĕшĕнче Геннадий Ф. каллех арăмне питĕнчен çапнă. Çакна вăл лешĕ эрех туянма укçа паманнипе сăлтавланă.
Сентябрĕн 24-мĕшĕнче кил хуçи çемьере çĕнĕрен харкашу çĕкленĕ, полицие заявлени çырса панăшăн арăмне хĕнесе пĕтернĕ.
Çак фактсем РФ УКĕн 117 статйин 1-мĕш пайĕпе никĕсленсе тăраççĕ (истязание).
Нумаях пулмасть иртнĕ суд ларăвĕнче Геннадий Ф.на 1 çуллăха условнăй срок панă. Хăйне малашне те йĕркеллĕ тытмасан унăн ку срока колонире ирттерме тивет.