17 декабря 2011 г.
Çул çитмен çамрăксем саккуна пăсни çав-çавах тĕл пулать-ха. Вĕсем именмесĕрех аллисене черкке тытаççĕ, çыннăн пурлăхне куç хываççĕ. Шел те, çамрăклах тÿрĕ çултан пăрăнсан вара, кайран пурнăçăн кукăр-макăрĕнчен хăтăлма çăмăл мар. Темшĕн çакна çул çитмен çамрăксем ăнланса илесшĕнех мар. Вĕсен курманнине курас, тутанманине тутанас килет. Аслисенчен юлас мар тесе, вĕсем хыççăн хăваласа ытла та ир эрех-сăра тутанаççĕ, çăвара пирус хыпаççĕ. Çамрăк организм вара çăмăллăн тÿнтер йăласене хăнăхать.
Ашшĕ-амăшĕ тĕпренчĕкĕсене тивĕçлĕ воспитани паманни те ырри патне илсе çитермест. Ачана вăхăтра "авмасан", çулсем иртсе кайсан усси пулаймĕ. Çавăнпа та аслисен кĕçĕннисене ĕçе хăнăхтармалла, вĕсен пурнăçĕпе кăсăклансах тăмалла. Ачисем ăçта, кампа пушă вăхăчĕсене ирттернине сăнаса пымалла. Паллах, тĕпренчĕкĕсем умĕнчех эрех-сăра ĕçекен ашшĕ-амăшĕ вĕсемшĕн тĕслĕх пулса тăраймĕ. Унтан та хăрушăраххи – ачисене хăйсемпе пĕрле сĕтел хушшине лартса хăналанни. "Вăрттăн ĕçиччен куç умĕнчех ĕçччĕр", – тенине те час-часах илтетпĕр. Çак сăмахсем хыççăн çул çитмен çамрăксем пурнăçа çапла пурăнмалла тесе ăса хываççĕ. Çакă паянхи кун чи пысăк йăнăшсенчен пĕри пулса тăрать.
Çул çитмен çамрăксем çăмăллăнах лавккаран эрех-сăра туянма пултарни те шухăша ярать. Сутуçăсем укçа ĕçлесе илес тесе ним шутламасăрах тыттарса яраççĕ. Вĕсемшĕн мĕн ĕçеççĕ-и, туртаççĕ-и – пур пĕрех.
Ĕçкĕпе иртĕхекен, ялта ят-сумсăр пурăнакан çемьесем те хурлăхлă чан çапма хистеççĕ. Çакнашкал ашшĕ-амăшне пула вĕсен ачисем мĕн тери тертленни каламасăрах паллă. Тĕпренчĕкĕсем, вăхăт-вăхăтпа, тăраниччен çăкăр та çисе кураймаççĕ пулĕ. Пÿрт-çурчĕ те тирпейпе палăрса тăмасть вĕсен.
Çулталăк вĕçленсе пырать. Хальхи вăхăтра райадминистрацин çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен комиссире ĕçкĕпе иртĕхнĕ, вăрланă, çамрăксем, ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕсене кирлĕ пек пурнăçласа пурăнман çемьесем учетра тăраççĕ. Пурĕ вĕсем 19-ăн. Çак хисеп чакса пырсан тем пекехчĕ те. Шанмалли çеç юлать.